Михаил Игнатьев республикăри аслă шкулсенче инженери-техника специальноçĕсене вĕренекен çамрăксемпе, вĕсен преподавателĕсемпе, ăслăлăх-тĕпчев ĕçĕнче çитĕнÿ тунă çынсемпе тĕл пулнă

Тĕнчери студентсен кунĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев республикăри аслă шкулсенче инженери-техника специальноçĕсене вĕренекен çамрăксемпе, вĕсен преподавателĕсемпе, ăслăлăх-тĕпчев ĕçĕнче çитĕнÿ тунă çынсемпе курса калаçнă. Тĕл пулу Мускав патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти политехника институтĕнче иртнĕ.
Президент тата унпа пĕрле килнĕ ЧР экономика министрĕ Иван Моторин, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Президент канашçи – Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Всеволод Агаков, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ыттисем чи малтанах аспирантсемпе студентсен ăслăлăхри ĕçĕсемпе паллашнă. Тĕпрен илсен, вĕсем – пултаруллă çамрăксене çул уçса пама йĕркеленĕ У.М. Н.И.К. программăн гранчĕсене тивĕçнĕскерсем. Михаил Васильевича водород упрамалли нанотрубкăсен моделĕ те, конференц-залăн фойинчи çамрăксен проекчĕсен куравĕ те питĕ кăсăклантарнă. Калаçу самант вăхăтĕнче Президент студентсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма чĕнсе каланă. Çак тĕллевпе республикăра паха условисем туса пама тăрăшаççĕ. Сăмах май, Чăваш Енре маунтинбайк, ухăран перес, биатлон тата çăмăл атлетика енĕпе федерацин тăватă центрне уçма хатĕрленеççĕ. Шупашкарта физкультурăпа спортăн виçĕ комплексне тума йышăннă. Физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе паллă çынсем те тÿпе хывма хатĕр. Тĕл пулăва Михаил Игнатьев Президентпа пĕрле биатлон енĕпе тăватă хут олимп чемпионĕ, вун пĕр хут тĕнче чемпионĕ, вун тăхăр хут çĕр-шыв чемпионĕ Александр Тихонов хутшăннă. Вăл хăйĕн шухăш-ĕмĕчĕпе, тĕллевĕсемпе паллаштарнă. (Хыпар хаçатран)



18 ноября 2011
14:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter