Çĕнетÿ çулĕпе çирĕп утаççĕ

Ĕнер Михаил Игнатьев Президент Комсомольски районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă. Унти аграрисем Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă тунă
Президент "Тав" ОООн çĕр улми тата пахча çимĕç типĕтекен цехĕнче пулнă. Кунти завода çулталăк каялла хута янă. Пирвайхи 9 уйăхрах Каçалсем 135,5 тонна ытла пахча çимĕç типĕтсе Мускава, Санкт-Петербурга, Чĕмпĕре, Çыранçи Чаллăна, Архангельска ăсатнă. Кунта 28 çын вăй хурать – вăтамран 10-шар пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Инвестпроекта пурнăçламалли планпа килĕшÿллĕн производство лаптăкĕпе хăватне пысăклатмалла. Предприяти çапла тума хатĕр, анчах, Вадим Матросов гендиректор каланă тăрăх, каяшсене утилизацилес ыйту тухса тăрать – тасатакан сооруженисем кирлĕ.
Республика пуçлăхĕ инвестора хăйĕн çине илнĕ обязательствăсене пурнăçлассине вăраха ямасăр пурнăçлама, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, банк тытăмĕсемпе çине тăрарах ĕçлеме сĕннĕ. "Патшалăхпа уйрăм çын ĕçтешлĕхне аталантармалла, çăмăллăх кредичĕсемпе усă курмалла, муниципалитет тата республика влаçĕсемпе алла-аллăн вăй хумалла. Эпир – сирĕн пулăшуçăсем", – тенĕ Михаил Игнатьев.
Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме пухнă канашлура район администраци пуçлăхĕ Геннадий Волков пахча çимĕç тирпейлессине анлăрах шая çĕклемеллине палăртнă. Професси уявне вырăнти аграрисем япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илнĕ% хĕл валли 36 пин тонна çĕр улми, 4,2 тонна пахча çимĕç хатĕрленĕ. Çитес çулхи тыр-пул никĕсĕ те çирĕп% кĕрхи культурăсене 4,3 пин гектар акнă. Ку – республикăри чи лайăх кăтартусенчен пĕри.
"Эсир хăвăрăн ĕçĕре чылай муниципалитетран лайăхрах пурнăçлатăр", – тенĕ Президент районта пурăнакансене тав туса. Вăл тухăçлă ĕçпе кăна çынсен тупăшне, ĕç укçине ÿстерме май пулни çинчен каланă. "Влаç экономикăна аталантарас енĕпе палăртнă тĕллевсене пурнăçланă кăна мар – ирттерсе пурнăçланă", – тенĕ Президент. Республика регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн калăпăшне 199 млрд тенке çитерме палăртнă, чăннипе вара çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх вăл 200 млрд тенке çитет. Тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ те 55 млрд тенкĕ таран ÿснĕ. Михаил Игнатьев çак хăвăртлăх упранса юлассине çирĕплетнĕ. Хăйĕн Çырăвĕн хăш-пĕр тезисĕсене ăнлантарнă май республика пуçлăхĕ тепĕр хут палăртнă% "Эпир, ертÿçĕсем, пурнăç пахалăхне лайăхлатас енĕпе пĕтĕмпех тăватпăр".
Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕнче Комсомольски районĕн чи лайăх аграрийĕсене патшалăх наградисемпе хавхалантарнă. АПК тытăмĕнче нумай çул вăй хунăшăн сĕт пухакан Ираида Белковăна, Владимир Кузьмин тракториста Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви Тав тунă. Районăн чи çамрăк трактористне Алмаз Миназетдинова Чăваш Ен Президенчĕн ятран паракан сехечĕпе чысланă.
(К. Семенов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
18 ноября 2011
14:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter