Паян çĕнелмесен ыран кая юлăпăр

Михаил Игнатьев Президент ĕнер Чăваш Республикин экономикине çĕнетес тата технологи енĕпе аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне ирттернĕ.
"Граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтусене татса панă май чи малтанах çав çуртсенче пурăнакан çынсем çинчен шухăшлатпăр. Çавăнпа та паян хăтлăх, меллĕх ыйтăвĕсем уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, акă мĕншĕн çĕнĕ технологисемпе, материалсемпе, оборудованипе усă курмалла", – тенĕ Президент. Вăл ЖКХ сферинче ресурссене перекетлекен технологисене çул памаллине пайăррăн палăртнă. Кунта пысăк инвесторсене явăçтармалли механизмсем кирлĕ. 2012 çулта республика нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассине малалла тăсма май паракан фонд йĕркелет.
Вице-премьер – строительство министрĕ Александр Гончаров пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра, çурт-йĕр строительствинче инноваци технологийĕсене аталантарни çинчен каласа панă. Сăмахран, Шупашкарти стройматериалсен заводĕнче ăшă тытакан ятарлă керамика кирпĕчĕ кăларма пуçланă, унпа усă курни нумай хутлă çуртсене ăшăтакан хушма материалсемсĕрех çĕклеме май парать. Элĕкре Турци оборудованийĕпе усă курса стройматериалсен производствине хута янă. Тĕп продукци – ăшă тытакан материалсем. Красноармейскинче облицовка кирпĕчĕ кăларакан çĕнĕ йышши завод тăваççĕ. "Çурт-йĕр тăвакан комбинат" ООО çурт çĕклемелли панельсен производствине çĕнĕ вăй панă. Курăмлă ытти ĕç те пур.
Республикăн капиталлă строительство управленийĕн директорĕ Энвер Аблякимов хăвăрт çĕклемелли çурт-йĕр строительствин майĕсемпе анлăрах усă курма сĕннĕ. "Гален" ООО гендиректорĕ Валерий Николаев предприятире туса кăларакан стройматериалсене чикĕ леш енче те сутни çинчен пĕлтернĕ.
Правительство пуçлăхĕн çумĕ – экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин тулаш экономика ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май унăн Чăваш Енĕн инноваци аталанăвĕнчи пĕлтерĕшне палăртнă: "Экономикăна инноваци аталанăвĕн çулĕ çине куçарни ют çĕр-шывсенчи ĕçтешсен майĕсемпе усă курма хистет, чикĕ леш енчи инвесторсене тÿрремĕнех явăçтармалла. Раççей çывăх вăхăтрах ВТОна кĕрĕ. Унчченхи чăрмавсем сирĕлеççĕ. Республикăри производствăна çĕнетес енĕпе вăй хуман предприятисем шалти рынокран тухса ÿкĕç. Çавăнпа та çак хăрушлăха сирмелли мерăсене пĕр тăхтамасăр йышăнмалла".
"Пирĕн пысăк проектсене пурнăçлас тĕлĕшпе бизнесшăн пулăшуçă пулмалла", – тенĕ калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев. 
(К. Павлов).



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
18 ноября 2011
14:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter