Хĕсмете – Президент полкне

Мускава, Президент полкĕнче хĕсмете кайма ят тухнă 15 чăваш каччи ĕнер республика ертÿлĕхĕпе аслă юлташĕсен пил сăмахне итленĕ. Республикăри призыв çулĕсенчи çамрăксен центрĕнчи ăсату каçне Михаил Игнатьев Президент та хутшăннă.
Вĕсем кĕçех кăвак тĕслĕ, "ПП" сас паллиллĕ пакунсем илĕç, Кремль салтакĕн чыслă тивĕçне пурнăçлама тытăнĕç. Республика пуçлăхĕ элита çар чаçĕсенчен пĕринче – Президент полкĕнче – хĕсметре тăрасси чыслă та яваплă мисси пулнине палăртнă. Мĕншĕн тесен çак çар чаçĕ кăна Кремль объекчĕсене сыхлать. Каччăсен çавăн пекех патшалăх шайĕнче иртекен протокол мероприятийĕсене хутшăнма, Асăну çулăмĕ патĕнче хисеп хуралĕнче тăма тивĕ. "Президент полкĕнче хĕсмет вăхăтне ирттерме эсир ахальтен тивĕçмен, питĕ тĕплĕ суйлав витĕр тухнă. Йывăр экзамен тытса эсир хăвăра, аçăр-аннĕре, юлташăрсене элита полкра хĕсметре тăма тивĕçлĕ пулнине çирĕплетсе патăр. Çакă сирĕншĕн мăнаçлăх туйăмĕ вăратать, – тенĕ Президент. – Хĕсмет вăхăчĕ пысăк мар, анчах хăвăр чăн-чăн арçын пулнине кăтартма çителĕклĕ. Республика ятне çÿлте тытăр..."
Президент полкĕнче хĕсметре тăнă Анатолий Муравьев темиçе кун каялла салтак тумне хывнă. "Çулталăк каялла кăна эпĕ те сирĕн пекех çак сцена çинче тăнă, аслисен пил сăмахне итленĕ, – тенĕ вăл. – Сирĕн ырă сĕнĕвĕрсене чыслăн пурнăçларăм, тăван республика ятне ямарăм, çар паллисене тивĕçрĕм"...
Савăнăçлă церемоние хутшăннисем Канаш хулинчи призывниксен пунктĕнчи Салтак палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнисене аса илнĕ.
Кăçалхи кĕрхи призыв вăхăтĕнче Чăваш Енри 1500 çамрăк çар ретне тăрĕ. Вĕсем çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçе çĕр çинче, тинĕс-çар флотĕнче, шалти çарсен тытăмĕнче тата ыттисенче пурнăçлĕç. 15 çамрăка Президент полкне ăсатнă хыççăн республикăри призыв комиссийĕн анлă ларăвĕнче шăпах çакăн çинчен калаçу пынă. Тĕл пулăва уçнă май Президент Чăваш Ен Генштабăн кĕрхи, çуркуннехи призыв заданине чыслăн пурнăçлани çинчен каланă. Хальхи те çаплах пулассине çирĕплетнĕ.
"Хĕç-пăшаллă Вăйсене сывă, тĕреклĕ, анлă тавра курăмлă çамрăксем кирлĕ, – тенĕ республика пуçлăхĕ. – Юлашки икĕ çулта пирус туртакан яшсен шучĕ 10 процент чакнă. Ку енĕпе эпир малашне те тĕллевлĕ ĕçлĕпĕр"... Канашлăва хутшăннисем вĕренÿ заведенийĕсенче çара кайма тĕплĕнрех хатĕрлессипе пуçаруллăрах ĕçлеме, патриот воспитанийĕ парассине çÿллĕрех шая çĕклеме, ДОСААФăн регион уйрăмĕнче ятарлă курссем уçма кирлине палăртнă.
(Ю.Степанов).



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
18 ноября 2011
14:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter