Стажа кура – хисеплĕ ят

ЧР Президенчĕн 2007 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче вăя кĕнĕ Указĕпе “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ятпа республикăра пурăнакансене тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитсен тата Чăваш Енĕн патшалăх наградисене Ÿвĕсен ятарласа çирĕплетнĕ списокĕ пур/ тивĕçсен чысланă. Асăннă сума çĕнсе илнисен йышне пенсионерсен ытти категорине кĕртесси пирки тĕрлĕ шайри калаçусенче пĕрре кăна мар сăмах хускатнă. Бюджета пурнăçланин кăтартăвĕсене тĕпе хурса Финанс министерствипе пĕрле тишкернĕ хыççăн ЧР Президенчĕ ку ыйтăва ăнăçлă татса памалли майсене уçăмлатнă% Михаил Игнатьевăн кăçалхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнчи “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята тивĕçме ирĕк пур граждансен категорийĕ çинчен” Указĕпе килĕшÿллĕн çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен сумлă çак хисеппе пысăк стажлисене те Ÿхĕрарăмсене – 40, арçынсене 45 çул пухсанŸ чыслаççĕ.
Çакăнпа çыхăннă ыйтусемпе паянхи кăларăмра ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ветерансемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Галина Рязанова паллаштарать.
– Галина Станиславовна, республика аталанăвне пысăк тÿпе хывса чылай ĕçленĕ, 40-45 çул стаж пухнă, анчах патшалăх наградисене тивĕçменнисем пирĕн хутлăхра йышлă-и.
– Унашкаллисен йышĕ 26 пине кармашать. ЧР Президенчĕн çÿлерех асăннă Указĕ вĕсене наградăсене тивĕçнисемпе танах çак сума илме май парать те ĕнтĕ. Сăмах май, стаж 40 тата 45 çулпа танлашакан хĕрарăмсемпе арçынсене регионти ĕç ветеранне кăларасси çĕр-шывăн ытти субъектĕнче те, тĕслĕхрен, кÿршĕллĕ Мари Элра, вăй илнĕ.
Асăннă Указпа килĕшÿллĕн “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята 40 тата 45 çултан кая мар стаж пухнă хĕрарăмсемпе арçынсене федерацин “Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен” саккунĕпе палăртнă ÿсĕме çитсе пенсие тухсан, ытти çăл куçпа пенси илсе тăракансене, тĕслĕхрен, Оборона, Шалти ĕçсен министерствисен пенсионерĕсене, судпа прокуратура ĕçченĕсем 55 /хĕрарăмсем/ тата 60 ŸарçынсемŸ çул тултарсан параççĕ.
– Галина Станиславовна, ку ята тивĕçме ирĕк пуррисене унпа мĕнле чыслаççĕ% хăй еккипе е заявлени тăрăх.
– ЧР Президенчĕн Указĕ “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ятпа чысламалли йĕркене улшăну кĕртнĕ май асăннă документа Чăваш Республикин Министрсен Кабинетĕнче çирĕплетнĕ хыççăн ăна тивĕçмешкĕн ирĕк пуррисенчен заявлени йышăнма тытăнаççĕ.
Документсене пенсионерăн социаллă хÿтлĕхĕн хăй пурăнакан вырăнти органне пырса памалла.
Указ 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ пирки маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, çавăнпа та граждансенчен ĕçлĕ хутсене йышăнассине йĕркелемелĕх вăхăт пур. Çакна аса илтерни вырăнлă пулассăн туйăнать: ĕçленине е службăра тăнине çирĕплетмешкĕн ветеран ятне пама ыйтса çырнипе пĕрлех стажа е хĕсмет вăхăтне ĕнентерекен документсем Ÿĕç кĕнеки, архив справки, çар билечĕ тата ытти те/, паспорт, пенси удостоверенийĕ тата вĕсен копийĕсем, 3х4 см виçеллĕ сăн ÿкерчĕк кирлĕ.
– Гражданина тивĕçлĕ канăва тухсан çĕр-шыв награди пуррине кура “Ĕç ветеранĕ” ятпа чысланă. Стажĕ 45 çултан иртнипе халĕ пенсионер “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” те пулаять. Çапла вара вăл хушма çăмăллăх илеет-и.
– “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята илмешкĕн никĕс пулсан гражданин “Ĕç ветеранĕ” хисепе тивĕçнине пăхмасăр ăна пĕрремĕшĕпе те чыслаççĕ. Анчах социаллă пулăшу мерисемпе вăл пĕрин тăрăх кăна, хăй суйласа илнипе, усă курма пултарать.
– Ветерансен икĕ категорийĕ – федераци тата регион шайĕнчисем – пĕр-пĕринчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ, пĕрешкел çăмăллăхпах усă кураççĕ тесшĕн-и эсир?
– Çапла. “Ĕç ветеранĕ” категорие федерацин “Ветерансем çинчен” саккунĕпе параççĕ. Ăна тивĕçекенсем% “Ĕç ветеранĕ” удостоверенийĕ пуррисем* СССР е Раççей Федерацийĕн орден-медалĕпе, е хисеплĕ ячĕпе е ĕçри çитĕнÿсемшĕн ведомство паллипе наградăланисем тата ватлăхри е нумай çул ĕçленипе пенсие тухма кирлĕ стаж пуррисем* Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çул çитмесĕрех ĕçлеме тытăннисем тата 40 /арçынсем/, 35 ŸхĕрарăмсемŸ стаж пухнисем. Ведомство паллисене çĕнсе илнисен çирĕплетнĕ йĕрке тăрăх хисеплĕ ятлă пулмашкăн çав чыславсен удостоверенийĕсене, СССР, РСФСР, Раççей Федерацийĕн патшалăх влаçĕн органĕсен хисеп хучĕсене тăратмалла.
“Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” категорие, маларах палăртрăм ĕнтĕ, ЧР Президенчĕн 2007 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчи 31-мĕш Указĕпе çирĕплетнĕ, 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 90-мĕш Указĕпе Переченьне анлăлатнă. Малашне ăна тивĕçмелли ирĕкпе çаксем усă кураççĕ% Чăваш Енĕн патшалăх наградисемпе чысланисем пенси памалла тунă хыççăн е ăна илмелли ирĕк ÿсĕмне çитсен* Чăваш Республикинче пурăнакансем – 40 ŸхĕрарăмсемŸ, 45 /арçынсем/ çултан кая мар стаж пухнă граждансене пенси памалла тусан е ăна тивĕçме ирĕк паракан ÿсĕме çитсен.
Икĕ категорийĕ те пĕрешкел çăмăллăхпах усă курать% ветерансем уйăхсерен 980 тенкĕ укçа илеççĕ, телефонпа, радиопа, коллектив антеннипе усă курнăшăн 50 процент тÿлеççĕ.
– Указ çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрессине палăртрăр. Асăннă тапхăртан пенсие тухакансем кăна унăн ирĕкĕпе усă курассине пĕлтермест-и çакă?
– Çук, стажа тĕпе хурса ветеран ячĕпе чысласси гражданин пенсие хăçан тухнипе чикĕленмест.
– Хĕрарăмăн тивĕçлĕ канăва кайнă чухнехи стажĕ 37 çулпа танлашнă тейĕпĕр. Анчах вăл халĕ те производствăран уйрăлман-ха – ку кăтартăва 42 çула çитернĕ. Ăна “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ят тивĕçет-и?
– Паллах. Çав стажа документпа çирĕплетмелле ĕнтĕ.
– Арçыннăн стажĕ 45 çултан иртет, анчах та çав шутран 7-шне вăл унчченхи Совет Союзĕн республикисенчен пĕринче, халĕ НППП тытăмне кĕрекен çĕр-шывра пухнă. Асăннă Указ уншăн вăйра тăрать-и?
– Гражданин çав çĕр-шывра ĕçленине документпа çирĕплетсен “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята тивĕçмелли ирĕкпе усă курма пултарать.
– Асăннă Указпа çыхăнман, анчах та хастар ĕçпе палăрнăшăн чысланисене пырса тивекен тепĕр ыйту чылайăшне канăçсăрлантарать% “Российская газета” хаçатăн чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнчи кăларăмĕнче совет саманинче “...Ÿтĕслĕхрен, 1983 – автор/ çулхи социализм ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи” паллăпа сумланисен те “Ĕç ветеранĕ” ята илмелли ирĕк пурри çинчен асăннă. Кун пирки эсир мĕн калаятăр.
– КПСС Тĕп комитечĕн, СССР Министрсен Совечĕн, ВЦСПСăн тата ВЛКСМ Тĕп комитечĕн “... çулхи социализм ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи” паллине тĕпе хурса “Ĕç ветеранĕ” ят парассине илес тĕк, Чăваш Республикин правăн норма акчĕсемпе килĕшÿллĕн асăннă наградăпа сумлани халĕччен те “Ĕç ветеранĕ” ятпа чысламалли никĕс шутланнă, паян та вăйра тăрать, мĕншĕн тесен вăл – СССР патшалăх влаçĕн органĕсен ĕçре палăрнăшăн хавхалантаракан ведомство палли.
“... çулхи социализм ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи” чыслава тивĕçнĕ тата ватлăхри ĕç е нумай çул ĕçленипе пенсие тухма кирлĕ стаж пухнă граждансен “Ĕç ветеранĕ” ята илес ыйтупа социаллă хÿтлĕхĕн хăйсем пурăнакан вырăнти органне пымалла. (Валентина Смирнова)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
18 ноября 2011
14:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter