2012-2014 çулсенче чукун çул транспорчĕ енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата компани президенчĕ Владимир Якунин алă пуснă

Чӳк уйăхĕн 18 -мĕшĕнче Мускавра ЧР Министрсен Кабинечĕ тата "Раççей чукун çулĕсем" АУО 2012-2014 çулсенче чукун çул транспорчĕ енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата компани президенчĕ Владимир Якунин алă пуснă.
Килĕшӳ республикăна та, чукун çула та аталанма пулăшĕ. Чăваш Еншĕн транспорт сферине аталантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Килĕшÿре палăртнă пĕрлехи проектсем республикăн инфратытăм аталанăвне вăй парĕç, халăх, предприятисен ыйтăвĕсене тивĕçтерессин пахалăхне лайăхлатĕç.
Документра Чăваш Ен территорийĕнчи чукун çул транспортне аталантарас енĕпе инвестици проекчĕсене пĕрле пурнăçлама палăртнă. Республикăн наукăпа промышленноç хăвачĕпе çĕр-шывăн çак отрасль аталанăвĕнче усă курассине çирĕплетнĕ. РЖД Чăваш Енри ЖКХ предприятийĕсене çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăрта топливăпа тивĕçтерме хутшăнĕ. Хуласен хушшинчи чукун çул транспорчĕпе çÿрекен çăмăллăхлă çынсем электрон карточкисемпе усă курассине палăртнă.
"РЖД" АУО халĕччен Чăваш Енри 20 ытла предприятипе тачă çыхăну тытса ĕçленĕ. Килĕшĕве алă пуснă май çак çыхăну татах та çирĕпленессе шанма пулать.



19 ноября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter