Патăрьел районĕ: "Ман чĕрере - поэзи сачĕ" наукăпа практика конференцийĕ

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ. Сăкăт шкулĕнче Патăрьел районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕ (методисчĕ Перепелкина Е.С.)  наукăпа практика конференцийĕ ирттерчĕ. Ăна Ухсай Яккăвĕ чăваш халăх поэчĕ  çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă.   Конференцие тĕплĕн хатĕрленчĕç, йышлăн хутшăнчĕç, вăл çÿллĕ шайра иртрĕ. Чи малтанах Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем, "Сăмах илемĕ" литература кружокне çÿрекенсем (ертÿçи- Тинюкова Н.К.учительница), хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.Ухсай сăввисем тăрăх йĕркеленĕ "Юратрăм эп... сире!" музыкăпа литература композицийĕ пурне те килĕшрĕ. Поэтăмăрăн пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ тишкерчĕç конференцие хутшăннисем: Табакова М.З., Иванова Н.В., Тинюкова Н.К.,  Хлебникова Г.Ф., Павлова Л.В, Никитина Н.П.  докладсем турĕç, Самарина В.А., Кулакова С.П., Анюрова Е.В. презентацисемпе паллаштарчĕç, Никитина С.П. тата Хлебникова Г.Ф.поэта халалласа çырнă сăввисене вуларĕç.   Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Перепелкина Е.С. конференци ĕçне пĕтемлетсе лайăх хак пачĕ,  вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарчĕ.   

Фоторепортаж 



02 ноября 2011
15:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter