Республика кунне 2012 çулта Шупашкар районĕнче уявлама палăртнă

Чăваш Ен Президенчĕн Михаил Игнатьевăн муниципалитет пĕрлешĕвĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тухăçлă витĕм кÿме, вĕсен инвестици сăн-сăпатне пуянлатма «Чăваш Республикин патшалăх уявĕ çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче йышăннă 97-мĕш Указĕпе республика кунне 2012 çулта Шупашкар хулинче тата муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен уяв мероприятийĕсене ирттерме ирĕк илес тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурсĕнче çĕнтернĕ Шупашкар районĕнче уявлама палăртнă. Республика пуçлăхĕ Министрсен Кабинетне мероприятисен планне хатĕрлеме, Шупашкар район администрацине конкурс условийĕсемпе килĕшÿллĕн ялсен общество инфратытăмне аталантармашкăн укçа-тенкĕ уйăрма майсем тупма, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çирĕпленнĕ йĕркепе килес çул республика кунне халалласа «Акатуй» уявĕсене, культура тата спорт мероприятийĕсене йĕркелеме сĕннĕ.



02 ноября 2011
09:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter