Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав районĕнче ĕçлĕ çул çӳревпе пулнă

Чӳк уйăхĕн 1 -мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав районĕнче пулнă, “Мордовцемент” АУОн “ГиПор-М” предприятийĕн тата районти тĕп больницăн ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Унтан республика ертӳçи анлă канашлу ирттернĕ. “Производствăна тата рабочисен ĕç условийĕсене кунта пысăк шайра йĕркеленĕ, - тенĕ Михаил Васильевич гипспа ангидрит комбиначĕн производство хăвачĕсемпе паллашнă хыççăн. - Иккĕленместĕп: “ГиПор-М” малашне те лайăх ĕçлĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелĕ тата бюджетăн тупăш пайне пуянлатĕ. Паянхи кун кунта 129 рабочи вăй хурать, шалу виçи республикăри вăтам шайран икĕ хута яхăн пысăкрах. Тӳрĕ кăмăллă çакăн пек инвесторсене эпир малашне те “симĕс çутă” парса, пулăшса пырăпăр.” Çак сăмахсене Президент Пăрачкав район администрацийĕнче иртнĕ канашлура - унта муниципалитетăн кăçалхи 9 уйăхри аталанăвне пĕтĕмлетнĕ - тепре çирĕплетсе каланă. Райадминистраци пуçлăхĕ Евгений Лебедев Пăрачкав районĕнче вăтам тата пĕчĕк бизнес лайăх аталаннине палăртнă. Вырăнти предпринимательсем харпăр хăй ĕçне пуçарса ямашкăн паракан грантсене тивĕçес тесе конкурссене хаваспах хутшăнаççĕ. Кăçал 6 бизнесмен хăйсен проектне пурнăçа кĕртмешкĕн патшалăх пулăшăвĕпе - 300-шер пин тенкĕ - усă курнă. Чăваш Ен Президенчĕ канашлу вăхăтĕнче тепĕр тăваттăшне грант илмелли свидетельствăсем панă. Канашлу самантĕнче республика ертӳи районта мăйракаллă шултра выльăх шутне чакармалла маррине аса илтернĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакне ӳстерме юраманни çинче те чарăнса тăнă. Унтан Президент районти тĕп больницăна çитсе курнă: пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă, медицина ĕçченĕсемпе тата пациентсемпе тĕл пулнă.



02 ноября 2011
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter