Михаил Игнатьев Президент Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

Михаил Игнатьев Президент ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Ен Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков участоксен суйлав комиссийĕсене суйлава хатĕрлени çинчен пĕлтернĕ. Паянхи куна 3 млн ытла бюллетень хатĕр. Суйлавçăсене виçшер документ парĕç: Патшалăх Думин депутачĕсене суйламалли пĕр тата Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕсемшĕн сасăламалли икĕ бюллетень.Спорт темине - тимлĕх. Çавна май канашлура регионсен Шупашкарта ирттерме палăртнă конференцийĕн ыйтăвне те сÿтсе явнă. Раштавăн 1-2-мĕшĕсенче Атăл тăрăхĕнчи субъектсенчен Чăваш Енĕн тĕп хулине 130 ытла çын пухăнмалла, вĕсем «Раççей физкультурипе спорчĕн 2008-2015 çулсенчи аталанăвĕ» программăна пурнăçланă май РФ регионĕсенче спорт инфратытăмне аталантарасси» темăна сÿтсе явĕç. Хăнасем спорт объекчĕсемпе паллашмалли маршрутсем хатĕр ĕнтĕ. Президент урамсенче уяв çутисем вĕсен кăмăлне çĕклемелли пирки асăрхаттарнă. Шупашкарта тĕп ăлка чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнчен кая юлмасăр çутăлмалла. Тĕп хула хыççăн муниципалитетсен те туртăнмалла, унта, Президент палăртнă тăрăх, урамсем тĕттĕм - килĕшÿсĕр курăнаççĕ. Михаил Игнатьев çавăн пекех федераци трассисене хĕллехи тапхăрта тытса тăрассипе, çил-тăмана пула çулсем çинчи лару-тăру çивĕчленнипе, юр çунă май управляющи компанисен хăйсен ĕçне кирлĕ пек йĕркелемеллипе çыхăннă ыйтусене çĕкленĕ. «Федераци трассисем çинче «пăкăсем» ан пулччăр, ку Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхне сиенлет, çул çÿрев хăрушсăрлăхне япăх витĕм кÿрет», - тенĕ республика пуçлăхĕ. Çавăн пекех управляющи компанисен, ТСЖсен тĕп хулари картишсене юртан тасатмалли пирки асăрхаттарнă, кирлĕ тĕк çуртсенче пурăнакансене хăйсене çак ĕçе явăçтарма сĕннĕ. Канашлура Чăваш Енĕн инвестици хăвачĕн Раççей Суту-илÿпе промышленноç палатинчи презентацине пырса тивекен ыйтусене те тишкернĕ, республикăн патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен спартакиадин 10-мĕш спорт сезонĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Чăннипех пысăк йыш хутшăннă ăмăртусем шăмат кун Етĕрнере иртнĕ. Спартакиада чемпионĕн ятне ЧР Президенчĕн Администрацийĕн пĕрлештернĕ команди çĕнсе илнĕ.(К.Семенов)



22 ноября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter