Йĕлтĕр спорчĕн сезонĕ уçăлчĕ

Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче спортăн хĕллехи тĕсĕсен республикăри центрне халăх йышлă пухăнчĕ - министерствăсен ертÿçисем, çумĕсем, Президент тата хула администрацийĕсен ĕçченĕсем, спортсменсем, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан ытти хастар йĕлтĕр спорчĕн сезонне уçрĕç. Сывлăх кунне Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев çемйипех хутшăнчĕ.

- Спортпа туслисемшĕн япăх çанталăк çук. Акă паян та вĕсем çил-тăмана пăхмасăр йĕлтĕр “сырнă”. Кĕлеткене куллен пиçĕхтерекен тата чăтăмлă çын çеç йывăрлăхĕсене çăмăллăн парăнтараять, - палăртрĕ Михаил Васильевич старта тухакансене ăнăçу суннă май. Унсăр пуçне Президент Чăваш Енре пурăнакансене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма чĕнсе каларĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский те сăмах илчĕ:

- Спортпа туслашса ăмăртусенче кăна мар, пурнăçра та çитĕнÿсем тăвăр.

Йĕлтĕр йĕрĕ çине вăй питти арçынсемпе хĕрарăмсем çеç мар, çамрăксем те, шкул çулĕсенчисем те тăчĕç. Чупăва Президент хăй ертсе пычĕ. Финиша чи малтисен йышĕнче çитнĕскере журналистсем тÿрех сырса илчĕç.

- Трассăна çăмăллăн парăнтартăр-и? - ыйтрĕç Михаил Васильевичран.

- Куллен ярăнакан çамрăксем мана хыçа хăварма хăтланчĕç, çапах вăя пухса ярăнтăм та вĕсенчен юлмарăм, - терĕ Президент кăмăллăн.

- Апла шкул ачисен физкультура эрнере виçĕ урок пулнăшăн савăнатăр, - кăсăкланчĕ çак йĕркесен авторĕ.

- Ку ыйту тавра эпир унчченех калаçаттăмăр, мĕншĕн тесен вĕренекенсен хушшинче хавшак сывлăхли нумайланса пырать. Çара каякансен йышĕнче те вĕсен шучĕ çуллен пысăкланать. Телее, шухăшланине пурнăçа кĕртме май килчĕ. Халĕ шкул ачисен спортпа туслашма майсем çителĕклĕ, физкультура занятийĕ нумайраххи сывлăха çирĕплетме пулăшать, - хуравларĕ Чăваш Ен ертÿçи.

Мĕнех, йĕлтĕр спорчĕн сезонĕ уçăлчĕ. Ку тапхăрта чăваш спортсменĕсем çĕр-шыв, тĕнче шайĕнче пысăк çитĕнÿсем тăвасса шанас килет.("Хыпар" хаçатран)



22 ноября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter