Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ темăсене тишкернĕ

Республикăн Министрсен Кабинечĕн Михаил Игнатьев Президент ертсе пынипе чӳк уйăхĕн 23 -мĕшĕнче  иртнĕ ларăвĕнче Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ темăсене тишкернĕ - пурăнмалли çурт-йĕр строительствинчен пуçласа физкультурăпа спорт ыйтăвĕсем таранах. Правительство пуçлăхĕн çумĕ - строительство министрĕ Александр Гончаров 2020 çулччен пурăнмалли çурт-йĕр строительствипе ЖКХ сферине аталантармалли патшалăх программипе паллаштарнă. Тĕллевсем чăннипех пысăк. 20-мĕш çулта республикăра хута яракан çурт-йĕр лаптăкне 2,5 млн тăваткал метра çитермелле. /Пĕлме: хальлĕхе ку кăтарту 1 млн метра та çитеймест-ха/. Вице-премьер Чăваш Енĕн строительство индустрийĕ çак тĕллеве пурнăçлама пултарасси пирки иккĕленмест. Отрасльти хаклав кăтартăвĕсем те улшăнаççĕ. «Тăваткалсемпе» кăна виçни çителĕксĕр - хута яракан хваттерсен шутне пысăклатма тĕллев лартнă. Спорт министрĕ Анатолий Николаев физкультурăпа спорта аталантармалли патшалăх программи çинчен каласа панă - вăл та 20-мĕш çулччен пурнăçламаллискер. Документа тĕплĕ хатĕрленĕ: массăллă спорта аталантарасси, спорт объекчĕсемпе тухăçлă усă курасси çине пусăм тунă. Пĕтĕмпе программăна пурнăçлама 12 млрд тенке яхăн уйăраççĕ. Çав шутра 21% - республика бюджетĕнчен, 47% - бюджет тулашĕнчи укçа. Министр докладне тишкернĕ май Михаил Игнатьев спорт çынсен сывлăхне çирĕплетме пулăшса демографие лайăхлатассине тĕревлени çинчен те каланă. Районсемпе хуласенче тунă çĕнĕ ФСКсемпе усă курасси çинче чарăнса тăнă. Тепĕр ыйту та çĕрпех çыхăннă. Шупашкар районĕнче самай пысăк лаптăка Хĕрлĕ Çыр ялĕн чиккине кĕртме йышăннă. Унта уйрăм çынсен 63 çурчĕ çĕкленмелле. Çак çĕрсем - нумай ачаллă çемьесем валли. Лаптăксенчен çуррин пулас хуçисем паллă ĕнтĕ, ытти лаптăка та нумай ачаллисенех парас тĕллевлĕ. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов ĕçлев рынокне хакланă май рабочисем кирли çинче чарăнса тăнă. Вĕсем çитмеççĕ. Çакна ĕç паракансем те çирĕплетеççĕ. Вĕрентÿ тытăмĕ вара çамрăксене анлă, пĕтĕмĕшле пĕлÿ ытларах парать - чăннипе уйрăм ĕçре ăста ансăр специалист нумай кирлĕ. Президент шухăшĕпе, ку - мĕн пур отрасльшĕн кăтартуллă ыйту. Канашлура ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă.



24 ноября 2011
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter