Тĕллев паллă: тăрăшмалла çеç

Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2012 çулхи тата планпа пăхнă 2013 тата 2014 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ» саккун проектне улшăнусемпе хушăмсем тата тÿрлетÿсем кĕртсе чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче пĕрремĕш вулавпа йышăнни çинчен хыпарланăччĕ. Хĕрĕх виççĕмĕш сессин иккĕмĕш тапхăрĕнче парламентарисем ун патне тепĕр хут таврăнчĕç: хальхинче кашни статйине уйрăммăн тишкерсе иккĕмĕш вулавпа йышăнчĕç. Вăл кĕçех массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетленĕ. Çавăнпа та хăш-пĕр самант çинче кăна чарăнса тăрăпăр. Финанс çулталăкне ăнăçлă вĕçлес тĕллевпе сĕннĕ саккун проектĕнче республикăн кăçалхи бюджечĕн тупăш пайне федераци бюджетĕнчен хушма пулăшу шучĕпе тавăрса памалла мар уйăракан 1061,2 млн тенкĕпе ăçта тата мĕн тĕллевпе усă курассине палăртрĕç. Çак суммăран 816,8 млн тенки - тĕллевлĕ субсидипе субвенци. Раççейĕн ытти субъекчĕн тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсен бюджечĕн хуçалăх тытăмне /тупăшпа тăкака/ шайлаштарма, вĕренÿ учрежденийĕсенчи педагогсен /кăçалхи авăн уйăхĕнчен/ тата бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен /юпа уйăхĕнчен/ шалăвне ÿстернипе пулнă тăкака саплаштарма кайĕ.

Саккун вăя кĕнĕ хыççăн республикăн кăçалхи бюджечĕн тупăш пайĕ 29769,8 млн тенкĕпе танлашĕ. Ку - çулталăк пуçламăшĕнче йышăннă бюджетран 32,4% пысăкрах. Вăл шутра - Чăваш Ене тавăрса памалла мар килнĕ 6457,9 млн /81,5%/ тенкĕ. Тупăшăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 2531 млн тенкĕ /е 9,3%/ пысăкланнă.

Тăкаксем социаллă пĕлтерĕшлĕ. Социаллă пурнăç тата культура сферине тата 1048,5 млн тенкĕ уйăрма палăртрĕç депутатсем. Сĕннĕ улшăнусемпе хушăмсене тĕпе хурсан кăçалхи тăкаксем 20235,9 млн тенкĕ, 2010 çулхинчен 3602,7 млн тенкĕ ытларах пулмалла. Çав шутран 423,7 млн тенкипе Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме усă курĕç. Çулталăкра ку тĕллев валли уйăрнă укçа-тенкĕ калăпăшĕ çакăн хыççăн 1414,5 млн тенкĕпе танлашĕ. Уйрăм категорири çынсене, вăрçа хутшăннисене, юнлă хирĕç тăру ветеранĕсене, сусăр ачаллă çемьесене т.ыт.те социаллă пулăшу кÿме, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕшĕн тÿлеме /346,9 млн тенкĕ/, социаллă пурнăçпа культура сферинче ĕçлекен ялти специалистсене /27,7 млн тенкĕ/, пĕчĕк тупăшлă çынсене /1,6 млн тенкĕ/ уйрăммăн пулăшĕç. Бюджетăн тăкак пайĕн ытти енне асăнсан, вĕсем - ипотека кредичĕн проценчĕсене саплаштарасси, Улатăр хулинчи çĕр куçакан вырăнта пурăнакансене урăх çĕре куçарасси, социаллă пĕлтерĕшлĕ коммерциллĕ мар организацисене пулăшасси, вĕренÿ тытăмне аталантарасси, шкул çурчĕсене тĕпрен юсасси... Кĕскен калас тăк - кăçалхи бюджет пĕтĕмпех виçеллĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ: унăн çулталăк вĕçленичченхи тапхăрти тăкак пайĕ 948,8 млн тенкĕ ÿсĕ, республика бюджечĕн дефицичĕ 112,4 млн тенкĕ чухлĕ пĕчĕкленĕ, патшалăх умĕнчи парăмĕ 11072,9 млн тенкĕпе танлашĕ.

Сессире республика бюджетне тишкернисĕр пуçне республикăн «Чăваш Республикин обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн 2012 çулхи тата планпа пăхнă 2013 тата 2014 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен», «Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика стратегийĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен», «Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проекчĕсене иккĕмĕш вулавпа йышăнчĕç.

Кун йĕркинчи ытти ыйту техника шайĕнчи пулнăран депутатсем вĕсене çийĕнчех татса пачĕç.

Сесси ĕçне хутшăннă Михаил Игнатьев Президент Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тăваттăмĕш суйлаври депутачĕсене, вĕсен полномочийĕ вĕçленнĕ май, тухăçлă ĕçшĕн тав турĕ, малашне те халăхшăн тăрăшса ĕçлеме сунчĕ. (Ю.Степанов) 





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
24 ноября 2011
10:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter