Кун йĕркинче - пĕлтерĕшлĕ программăсем

Республикăн Министрсен Кабинечĕн Михаил Игнатьев Президент ертсе пынипе ĕнер иртнĕ ларăвĕнче Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ темăсене тишкерчĕç - пурăнмалли çурт-йĕр строительствинчен пуçласа физкультурăпа спорт ыйтăвĕсем таранах.

Правительство пуçлăхĕн çумĕ - строительство министрĕ Александр Гончаров 2020 çулччен пурăнмалли çурт-йĕр строительствипе ЖКХ сферине аталантармалли патшалăх программипе паллаштарчĕ. Тĕллевсем чăннипех пысăк. 20-мĕш çулта республикăра хута яракан çурт-йĕр лаптăкне 2,5 млн тăваткал метра çитермелле. /Пĕлме: хальлĕхе ку кăтарту 1 млн метра та çитеймест-ха/. Вице-премьер Чăваш Енĕн строительство индустрийĕ çак тĕллеве пурнăçлама пултарасси пирки иккĕленмест. Отрасльти хаклав кăтартăвĕсем те улшăнаççĕ. «Тăваткалсемпе» кăна виçни çителĕксĕр - хута яракан хваттерсен шутне пысăклатма тĕллев лартнă. Çапла вара çитес çулсенче юхăннă, авари пулма пултаракан çурт-йĕр фондне тĕп тăвасшăн, çивĕч ытти ыйту та татăлмалла.

Ипотека, патшалăхăн ытти программи çурт-йĕр строительствине тĕревлеме тивĕç. Бюджетран пысăк укçа уйăрма пăхнă. Анчах çакă бюджет тулашĕнчи çăл куçсен укçине явăçтармасса пĕлтермест - кунта ытлашши укçа пулма пултараймасть. Президент программăра çурт-йĕрĕн тăваткал метрăн хакне 30 пин тенкĕ шайĕнче палăртнине асăрхаса сисчĕвленчĕ - «çак виçене упраса хăварайăпăр-и?» Вице-премьер та, тĕп хула влаçĕсем те упраса хăварасса шантарчĕç, çакна çурт-йĕр нумай туса, çавна май конкуренцие çул парса тивĕçтересшĕн.

Спорт министрĕ Анатолий Николаев физкультурăпа спорта аталантармалли патшалăх программи çинчен каласа пачĕ - вăл та 20-мĕш çулччен пурнăçламаллискер. Документа тĕплĕ хатĕрленĕ: массăллă спорта аталантарасси, спорт объекчĕсемпе тухăçлă усă курасси çине пусăм тунă. Пĕтĕмпе программăна пурнăçлама 12 млрд тенке яхăн уйăраççĕ. Çав шутра 21% - республика бюджетĕнчен, 47% - бюджет тулашĕнчи укçа. Министр докладне тишкернĕ май Михаил Игнатьев спорт çынсен сывлăхне çирĕплетме пулăшса демографие лайăхлатассине тĕревлени çинчен те каларĕ. Районсемпе хуласенче тунă çĕнĕ ФСКсемпе усă курасси çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсене тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿме чарман, ку енĕпе ĕçлемелле, çапах вырăнсенчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсем шăпах çав комплекссем çинче никĕсленмелле, çавна май ачасен спорчĕ тÿлевсĕр пулмалла. Президент çав спорт объекчĕсене ДЮСШсене парассине çывăх вăхăтрах татса пама хушса хăварчĕ. Анчах ку çав комплекссенче «ăшă пÿлĕмсем йышăнакан темиçешер пуçлăх» пулмаллине пĕлтермест.

Ял хуçалăх çĕрĕсене ытти тĕллев валли куçарассине сÿтсе явнă май та Михаил Васильевичăн ыйтусем çуралчĕç. Автомобиль çулĕсем тунă лаптăксем тĕлĕшпе татса памалли самантсем пур. Çулĕсене тунă, çĕрĕсене вара тивĕçлĕ тĕллев валли куçарман. «Çавна май эпир çав çулсене тытса тăма укçа уйăратпăр - хут çинче вара çулĕсем хăйсем çук», - терĕ Президент, çавăнпах асăннă йышши ыйтусене вăраха ямасăр татса пама хушрĕ. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина çитес çулхи утă уйăхĕ тĕлне «темăна хупма» шантарчĕ.

Тепĕр ыйту та çĕрпех çыхăннă. Шупашкар районĕнче самай пысăк лаптăка Хĕрлĕ Çыр ялĕн чиккине кĕртме йышăнчĕç. Унта уйрăм çынсен 63 çурчĕ çĕкленмелле. Çак çĕрсем - нумай ачаллă çемьесем валли. Лаптăксенчен çуррин пулас хуçисем паллă ĕнтĕ, ытти лаптăка та нумай ачаллисенех парас тĕллевлĕ.

Министрсен Кабинечĕн унчченхи йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртессине техника шайĕнчи ыйтусем тесе хакламалла пуль - вĕсене хăвăрт татса пачĕç. Вĕрентĕве пырса тивекен йышăнусенчен пĕри кăна кăшт калаçтарчĕ. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов ĕçлев рынокне хакланă май рабочисем кирли çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсем çитмеççĕ. Çакна ĕç паракансем те çирĕплетеççĕ. Вĕрентÿ тытăмĕ вара çамрăксене анлă, пĕтĕмĕшле пĕлÿ ытларах парать - чăннипе уйрăм ĕçре ăста ансăр специалист нумай кирлĕ. Президент шухăшĕпе, ку - мĕн пур отрасльшĕн кăтартуллă ыйту. «Çавăнпа та, - терĕ Михаил Игнатьев, - вĕрентÿ тытăмĕн пурнăç ыйтнине кура улшăнмалла». Çакăншăн, паллах, чи малтанах Вĕренÿ министерстви яваплă.(Н.Коновалов)





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
24 ноября 2011
10:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter