Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Вăрнар тăрăхенче ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ - республикăри ÿсĕмлĕ аталанакан ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕри. Выльăх йышне ÿстерес тĕллевпе çулленех çĕнĕ объект хута ярать. Пĕлтĕр кĕркунне çеç сысна çитĕнтерекен фермăна ĕçе кĕртрĕ. Кăçал утă уйăхĕнче 1000 ĕне вырнаçмалăх комплекс тума тытăнчĕ. Сĕт сумалли залпа 2 вите пулмалла. ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев чӳк уйăхĕн 24 -мĕшĕнче пĕрне хута янă çĕре хутшăннă.

- Технологи пур çĕрте те пĕрешкел: Канадăра та, Голландипе Германире те. Пирĕншĕн çеç çĕнĕ. 500 ĕне пăхма 4 çын ĕлкĕрет. Ĕлĕк пулсан 20-30-тан кая мар кирлĕ, - тенĕ агрохолдинг гендиректорĕ Юрий Попов. Республика ертÿçи “Чăвашкабельмет” АХОна çитнĕ. Обществăна 2007 çулта йĕркеленĕ, анчах кризиса пула производство чарăнса ларнă. Кăçал вăл çĕнĕрен ĕçлеме тытăннă. Кунта усă курма юрăхсăр пăхăртан, тимĕр-тăмăртан ятарлă технологипе шăратса пралук хатĕ­­рлеççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов “Вăрнар районĕн 2011 çулхи 9 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем, 2020 çулчченхи стратегие пурнăçлани, вăтам тата нумай çуллăха пыракан тапхăрти задачăсем çинчен” темăпа доклад тунă. Аш-какай комбиначĕ, “Август” фирма” АХОн “Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ” филиалĕ, “Санар” агрофирма уйрăмах ăнăçлă ĕçленине палăртнă. Сергей Владимирович çитĕнÿсемпе пĕрле çитменлĕхсене те палăртнă. Министр пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ программăсемпе паллаштарнă. 2012 çултан пуçласа “Ĕçе тытăнакан фермер” программăна хутшăнакансене хавхалантарма, хуçалăха йĕркелесе яма патшалăх 1 млн тенкĕ таран субсиди уйăрать. “Çемье ферми” программăпа килĕшÿллĕн çĕнĕ вите тунăшăн тата тĕпрен юсанăшăн тăкаксене саплаштарма федераципе республика бюджечĕсем 30-шар % компенсаци параççĕ. Çĕнĕ объектсем тума, паллах, кредитсăр та май килмест. - Вăрнарсем ку енĕпе хастар, кредит нумай илеççĕ, вăхăтра татăлаççĕ. Çĕнĕ программăсене пурнăçлассипе те пуçарулăх кăтартасса шанатăп, - доклада сÿтсе явма хутшăнчĕ “Россельхозбанк” АУОн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Ирина Письменская. Çавăн пекех Вăрнар администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Петров, аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Юрий Попов, хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свешников хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев тĕл пулăва пĕтĕмлетсе Вăрнарсене хальхи çитĕнÿсемпе лăпланмасăр аталану çулĕпе малалла талпăнма сĕннĕ, нумай ыйтăва хуравланă.

 



25 ноября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter