«Педагогикăри пысăк ăсталăхшăн» номинаци çĕнтерÿçи

Раççей шайĕнче иртекен тăван чĕлхене вĕрентекенсен конкурсĕнчен Печникова Мария Николаевна çĕнтерÿпе таврăнчĕ. Вăл çак конкурсăн юлашки турĕнче  «Педагогикăри пысăк ăсталăхшăн» номинацире мала тухнă.

Печникова М.Н. Шупашкарти 50-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕнче чăваш чĕлхи вĕрентмелли хальхи учебникпа меслет сĕнĕвĕсен авторĕ. 

Раççей конкурсĕнче пирĕн республикăри вĕрентекенсем çулсеренех хутшăнаççĕ. Акă пĕлтĕр Йĕпреçри 2-мĕш шкул вĕрентекенĕ Алена Андреевна Ядрицова конкурсран çĕнтерÿçĕ ятне илсе таврăнчĕ.

(Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви)



25 ноября 2011
12:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter