Республикăри чи пултаруллă, туслă, çирĕп çемьесене - «Çулталăк çемйи - 2011» конкурс çĕнтерÿçисене - чысланă

Вырăс драма театрĕнче республикăри чи пултаруллă, туслă, çирĕп çемьесене - «Çулталăк çемйи - 2011» конкурс çĕнтерÿçисене - чысланă. «Çулталăк çемйи» конкурс республикăра 2004 çултанпа иртет. Унăн тĕллевĕ - обществăра çемье сумне ÿстересси, вĕсене аталанма пулăшасси, ачасене ашшĕ-амăшĕн хÿттинче ÿстермеллине аса илтересси, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси. Ку таранччен асăннă мероприятие 1485 çемье хутшăннă. Вĕсем - ачисене тĕрĕс воспитани парса, ĕçе юратма вĕрентсе çитĕнтерекен, ваттисене, халăхăн йăли-йĕркине хисеплекен, ял-йышра ят-сум çĕнсе илнĕ, кулленхи пурнăçра çитĕнÿ тунă мăшăрсем. Кăçал конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне 144 çемье /791 çын/ хутшăнса 28-шĕ финала тухнă. - Çемье мĕн чухлĕ çирĕпрех, пирĕн патшалăх çавăн чухлĕ тĕреклĕрех, - тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов. - Правительство çемьесене нумай енлĕн пулăшма тăрăшать. Тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем парать, хваттер туянма е çурт лартма çăмăллăх кредитсем илме май пур... Ку тĕлĕшпе федерацин, республикăн тĕрлĕ программи ĕçлет. Александр Степанович республика пуçлăхĕн саламне вуласа панă. Нумай ачаллă çичĕ çемьене Президент уйрăмăн тав тунине пĕлтернĕ. Ун хыççăн ЧР сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕ Венера Муллина саламланă.  «Çулталăк çемйи - 2011» конкурс çĕнтерÿçи - Элĕк районĕнче пурăнакан, «чунпа тунă ĕç илемлĕ» чăнлăха тĕпе хуракан Петуховсем. Сергей Владимировичпа Татьяна Германовна хĕрпе ывăл ÿстереççĕ, общество ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Çемьене Венера Муллина министр Дипломпа чысларĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулма пултарнишĕн тав турĕ, телей, ăнăçу суннă. Татьяна Петухова конкурса хутшăннисен ячĕпе Чăваш Ен Правительствине «çын ырлăхĕшĕн ĕçлекен патшалăх политикине тытса пынăшăн» тав тунă. «Республикăра çемьене хисепленине куллен туйса тăратпăр. Çемье пурри - телей, çав вăхăтрах питĕ пысăк яваплăх, пĕлтерĕшлĕ пулăм», - тенĕ вăл.



26 ноября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter