«Юратрăм эп, хирсем, сире …»

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ Я.Г. Ухсай 100 çул тултарнине халалласа республикăри тата тулай чăваш шкулĕсенче вĕренекенсем валли ятарласа «Юратрăм эп, хирсем, сире …» темăпа çырнă сочинени конкурсне ирттерчĕ. Чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче шкул ачисен ĕçĕсене сумлă жюри членĕсем хакларĕç. Вĕсем ялти шкулсем те, хулари шкулсем те конкурса хастар хутшăннине, сочиненисем тивĕçлĕ шайра пулнине палăртрĕç. Результатсене  http://www.chgpu.edu.ru/ адреспа пĕлме пулать. 

 (Чăваш Республикин Вĕренӳ министерстви)



26 ноября 2011
12:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter