Правительство çуртĕнче Раççейпе Чăваш Енĕн патшалăх наградисене тивĕçнисене чысланă

Чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Раççейпе Чăваш Енĕн патшалăх наградисене тивĕçнисене чысланă. «Иккĕленместĕп: куллен ĕçе килнĕ май кашни çын шалу пирки кăна мар, пĕрлехи ĕçе хывакан тÿпе пирки те шухăшлать. Сирĕн çине пăхнă май хам йăнăшманнине курса ĕненетĕп», - тенĕ Михаил Игнатьев Президент. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн, нумай çул вăй хунăшăн 23 çынна награда панă. Геннадий Герасимов «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден илнĕ. Унăн вĕренекенĕсем - паллă боксерсем. Чукун çул электромеханикĕ Николай Петров, Шупашкарти тата Вăрмарти вокзалсен строительствине хутшăннăскер, ЧР транспортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕ. Ыттисем те - ĕçре чăннипех палăрнăскерсем. Кашнинех пайăррăн тав тунă май Михаил Игнатьев пурне те çĕнĕ çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх суннă.



26 ноября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter