Чăваш Енĕн Михаил Игнатьев Президент ертсе пынă делегацийĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти съезчĕн иккĕмĕш тапхăрне хутшăннă

Вырсарни кун Чăваш Енĕн Михаил Игнатьев Президент ертсе пынă делегацийĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти съезчĕн иккĕмĕш тапхăрне хутшăннă. Михаил Васильевичсăр пуçне делегаци йышĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский, федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Руслан Тихонов, ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи - вице-премьер Александр Иванов, Президентăн перинаталь центрĕн тĕп врачĕ Алла Самойлова, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн гендиректорĕ Юрий Попов, ыттисем пулнă.Съезд ĕçне Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев тата Владимир Путин премьер-министр хутшăннă. Кун йĕркинче Владимир Путина çитес çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнчи Президент суйлавне кандидата тăратасси пулнă. Сăмах илнĕ май Дмитрий Медведев раштавăн 4-мĕшĕнчи Президент суйлавĕнче халăх «Пĕрлĕхлĕ Раççейшĕн» сасăлани çак парти тăратакан кандидатшăн сасăланиех пулни çинчен каланă. «Пирĕн çĕнтерÿ çĕр-шывшăн усăллă кăна мар, кирлĕ те», - тенĕ. Владимир Путин та тухса калаçнă. «Паян Раççей гражданĕсемшĕн тĕп ыйту паллă - тĕрĕслĕхе тивĕçтермелле. Çĕр-шыв аталанăвĕ çынсен шучĕпе мар, çынсемшĕн пулмалла. Кирек мĕнле улшăну, реформа принципĕ - çынсене упрасси, çапла вара Раççей пуласлăхне упрасси», - тенĕ вăл. Вăрттăн сасăласа съезда хутшăннисем пĕр саслă пулса Владимир Путина «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партирен Раççей Президенчĕн кандидатне тăратнă.



28 ноября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter