Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлани

                                                       Хаклă ентешĕмĕрсем!

                                    Сире Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Çак чаплă уяв пирĕн халăхăн кăмăл-сипечĕн чи паха енĕсене – патриотлăха, Тăван çĕр-шыва чунтан юратнине, обществăри килĕшÿлĕхпе çураçулăха упрама тăрăшнине, пĕрлĕхе тата çирĕплĕхе палăртать.

Пĕрлехи ĕç çынсене нимрен те ытларах çывăхлатать. Пĕрле вăй хурса эпир пысăк çитĕнÿсем тума, республикăн кал-кал аталанăвне тивĕçтерме пултартăмăр. Юлашки çулсенче вĕрентÿпе сывлăх сыхлавĕнче, культурăпа спорт пурнăçĕнче паллă улшăнусем пулса иртрĕç. Чăваш Енре çĕнĕ çулсем тăвасси тата юсаса çĕнетесси лайăх шайра пурнăçланать, инноваци проекчĕсем ăнăçлăн ĕçе кĕреççĕ, пурăнмалли хăтлă çурт-йĕр çĕкленет.

Пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланма тăрăшса, пулăшса пырса тата тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесен çеç çитĕнÿ тума пулать. Чăваш Республикин нумай нациллĕ халăхĕ мĕн авалтан килĕштерсе пурăнать, туслăхпа ырă кÿршĕлĕх çыхăнăвĕсене шанчăклăн çирĕплетет, культурăна тимлĕн сыхласа упрать, мăн асаттесен йăли-йĕркисене сума сăвать.

Шанатăп: вăй-хала пĕрлештерсен эпир палăртнă чылай тĕллеве çăмăллăнах пурнăçа кĕртĕпĕр. Хаклă ентешĕмĕрсем, сире чун-чĕререн çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, телей тата ăнăçу сунатăп!

 

Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                                            М.Игнатьев.



03 ноября 2011
10:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter