Республикăна Раççей шалти ĕçсен министрĕ Рашид Нургалиев килсе кайнă

Республикăна Раççей шалти ĕçсен министрĕ Рашид Нургалиев килсе кайнă.Чăваш Енре вăл 3 уйăх каялла пулнăччĕ. Ун чухне министр республикăри ведомство аппарачĕн ĕçченĕсемпе курса калаçнă. Хальхинче Рашид Нургалиев Çĕнĕ Шупашкарти шалти ĕçсен пайĕнче пулнă. Унта ĕçлекенсемпе канашлу ирттернĕ. Дежурнăй чаçра министр «хăрушсăр хула» тытăмĕн ĕçĕпе паллашнă, урамсенче видеосăнав йĕркеленине хак панă. Ун хыççăн Рашид Нургалиев Республикăри шалти ĕçсен уйрăмĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Кăрлачран полици ĕçченĕсен шалăвне ӳстересси пирки министр тепĕр хут шантарса каланă.



03 ноября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter