Республика ертÿçи Михаил Игнатьев Шупашкарти «Лента» АУОра ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă

Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче республика ертÿçи Михаил Игнатьев Шупашкарти «Лента» АУОра пулнă, нумаях пулмасть Германирен илсе килнĕ çĕнĕ оборудованипе паллашнă. Роза Иванова гендиректорпа пĕрле цехсене çитсе курнă. «Лента» общество - Раççейре пир-авăртан тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ хăюсем туса кăларакан тĕп предприятисенчен пĕри. 400 ытла продукт хатĕрлет, çĕр-шыв рынокĕнче унăн таварĕ 25% йышăнать. Сарлакăшĕ, хулăнăшĕ тĕрлĕ виçеллĕ.Хăрушсăрлăх пиçиххийĕ валли тĕртнĕ çирĕп хăю - предприятишĕн чи пĕлтерĕшли. Çар, строительство промышленноçĕ валли питĕ чăтăмлă кантра туса кăлараççĕ. Хăш-пĕр саккаса çĕр-шывĕпе те Шупашкарсем çеç пурнăçлаççĕ. Станоксене çĕнетсе, производствăна хăватлăлантарса пынăран «Лента» кăçал тухăçлă ĕçленĕ. Пĕлтĕр тиесе ăсатнă тавар калăпăшĕ 327,7 млн тенкĕпе танлашнă пулсан, 2011 çулхи 9 уйăхра кăтарту 441,1 млн тенке çитнĕ. Тупăш, ĕç укçи самай ÿснĕ. 2009 çулта рабочисем уйăхсерен вăтамран 9,8 пин тенкĕ илнĕ, кăçал - 15 пин ытла. Ĕçлекенсене кунта килĕшет. «Эпĕ 35 çул вăй хуратăп, пĕрре те ÿкĕнместĕп», - терĕ пĕветекен цехри Валентина Николаева. Производствăпа паллашнă хыççăн Михаил Игнатьев обществăн тĕп залĕнче рабочисен пысăках мар ушкăнĕпе канашлу ирттернĕ. Малтан Роза Иванова гендиректор предприяти ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартнă, ÿсĕм вăрттăнлăхĕсене уçрни çинчен, çитес çулхи тĕллевсене палăртнă. - Çивĕч ыйтусенчен темех çук-ха, - тенĕ Роза Петровна, - анчах тĕп йывăрлăх пур, çавă хăратать пире. Мамăкпа капрона, çипе çирĕплетекен материала та чикĕ леш енчен туянатпăр. Китайран та илетпĕр. Епле пулсан та чĕр тавар çитсе пытăр тетпĕр. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлатпăрах. 2012 çулта общество производствăна сарас тĕллевлĕ - перчетке туса кăларма хатĕрленет. Çавна май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулĕç. Тĕл пулăва Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та хутшăннă, 2011 çулта пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Тепĕр икĕ çултан çуртсен таврашĕнчи çул-йĕре, тротуарсене пĕтĕмпех юсаса пĕтерме шантарнă. Уйрăм çынсен автомашинисене лартма ятарлă вырăнсем тума тытăнмаллине каланă. («Хыпар» хаçатран).



30 ноября 2011
10:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter