Тăван чĕлхене вĕрентекенсен Раççей конкурсĕ

2007 çултанпа Раççей шайĕнче тăван чĕлхене вĕрентекенсен йăлана кĕнĕ конкурсĕ иртет. Çак конкурса пирĕн республикăри вĕрентекенсем çулсеренех хутшăнаççĕ. Акă пĕлтĕр Йĕпреçри 2-мĕш шкул вĕрентекенĕ Алена Андреевна Ядрицова конкурсран çĕнтерÿçĕ ятне илсе таврăнчĕ.

            Тăван чĕлхене вĕрентекенсен Раççей конкурсĕн юлашки тапхăрĕ кăçал  чÿк уйăхĕн 21–24-мĕшĕсенче пулмалла. Конкурса Чăваш Республикинчен Печникова Мария Николаевна хутшăнать. Вăл конкурсăн пĕрремĕш (кĕретсĕр) турĕнче çĕнтерни çинчен Мускавран ырă хыпар çитрĕ. Умра – юлашки тур.

            Печникова М.Н., Шупашкарти 50-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет, вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕнче чăваш чĕлхи вĕрентмелли хальхи учебникпа меслет сĕнĕвĕсене хатĕрленĕ çĕре хутшăнать. 

            Мария Николавенăна конкурсра ăнăçу сунатпăр!

Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви



07 ноября 2011
13:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter