Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ĕçлĕ планĕрка ирттернĕ

Паян Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертӳçисемпе ĕçлĕ планĕрка ирттернĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Иван Моторин, хулара юлашки çулсенче ĕçсĕррисен шучĕ самай чакни çинчен пĕлтернĕ. Вăтам ĕç укçин шайне те кирлĕ пек виçене çитерме май килнĕ. Çĕнĕ Шупашкарта ултă нумай хутлă çуртсене тĕпрен çĕнетсе ылмаштарнă. Вĕсене çĕнетме 46,3 млн. тенкĕлĕх усă курнă.  Пурăнмалли çурт-йĕр условисене пурĕ 2 пине яхăн пурăнакан лайăхлатма пултарнă. Комплекслă инвестици планĕпе килĕшӳллĕн тĕрлĕ йышши пысăк проектсем те пурнăçа кĕрсе вăй илсе пыраççĕ.  Шыв тасатассипе ĕçлекен сооруженисене пĕтĕмпех май килнĕ таран ылмаштарма палăртнă. Çитес çулсенче çӳп-çапа пухмалли ятарлă полигон та туса хута яма палăртнă. Кунта вара Шупашкар, çĕнĕ Шупашкар тата çывăхра вырнаçнă районсем те усă курма пултарĕç. Александр Сироткин Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх: «Кун пек инвестициллĕ плансем пурнăçа кĕрсе пыни малашлăхра тата та вăйлăрах тăрăшса ĕçлесе пыма витĕм кӳрет»,- тесе пĕлтернĕ. «Паян эпир пысăк опыт пухса ĕçсĕррисен шутне чакарма, ĕçлекенсен ĕç укçине ӳстерме пултартăмăр. Пирĕн ума лартнă тĕллевсене-хула çыннисен пурнăç условисене лайăхлатассине пурнăçлама тăрăшăпăр»,- тесе палăртса каланă Çĕнĕ Шупашкар  хула администрацийĕн пуçлăхĕ. Регионсен аталанăвĕн министрĕ Виктор Басаргин Çĕнĕ Шупашкарта программа эффективлă пурнăçланса пынине пĕлтернĕ. Çак шухăша тĕпе хурса, Чăваш Ен Президенчĕ ĕçре нимĕнле чăрмавсем те пулмалла маррине тепĕр хут çирĕплетсех палăртнă. 2011-2012 çулсенче Чăваш Енре сывлăх сыхлавĕнче модернизаци мелĕпе пулса пыракан ĕçсем çинчен Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министĕ Венера Муллина паллаштарнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа программа шучĕпе  1 млрд. 98 млн.тенкĕллĕх усă курнă. Ытларах çак укçа –тенкĕпе сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче материаллă техника базине тĕпрен çĕнетсе ылмаштарнă çĕрте усă курнă. Çав шутрах 13 болница тата поликлиникăсене тĕпрен юсаса çĕнтнĕ ытти нумай ĕçсем туса çитернĕ. Медицина ĕçченĕсен ĕç укçин шайĕ ӳснĕ. Кăçалхи чӳк уйăхĕнчен медицина ĕçченĕсен ĕç укçин виçи 19820 тенкĕ пулĕ, вăтам персоналсен  ĕç укçин шайĕ вара 10960 тенкĕпе танлашĕ. Чăваш Ен Президенчĕ: « Программăпа килекен укçапа туллин усă курма тăрăшмалла-халăхсен вара кирлĕ пек пулăшусемпе усă курас пулать»,- тесе çирĕплетсех палăртса каланă Михаил Игнатьев. Ĕçлĕ канашлура ытти ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



07 ноября 2011
17:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter