Улатăра çул уçă

Кӳршĕллĕ районcемшĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн Улатăра çитесси е таврăнасси йывăр пулнă. Паян çакна пĕтĕмпех иртнĕ кун темелле. Пĕлтĕр çулла Аслă Чемен ялĕ патĕнчен пуçласа Улатăр еннелле аслă çул тума пуçланă. “Чăвашавтодорăн” Канашпа Çĕмĕрле участокĕсен тата Патăрьелĕнчи “Шыгырданы” ООО строителĕсем чăннипех тав сăмахне тивĕçлĕ: питĕ кĕске тапхăрта, тĕпрен илсен, пĕр çулталăк хушшинче, 10,1 километр çула туса пĕтернĕ. Шыв юххисене тирпейлеме кăна тĕрлĕ размерлă 14 тимĕр-бетон пăрăх-труба хунă. Асфальт сарлакăшĕ 6 метр– автомашинăсем те хире-хирĕç ирĕклĕн пыма пултараççĕ. Кунсăр пуçне самаях пĕр вăрăм лаптăк çине эксперимент шайĕпе универсаллă асфальт-бетон модификаторне сарнă. Пысăк хаваслăха пайлама чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче районта республика Президенчĕ М.В.Игнатьев пулнă. Халăх Аслă Чемен ял тăрăхне кĕрекен Чеменсемпе Чакăсем аслă çула уçакан вырăна йышлăн пухăннă. Кунтах– район тата администраци пуçлăхĕсем Михаил Петровпа Николай Глухов, строительство организацийĕн ертӳçисем, ытти чĕннĕ хăнасем пулнă.  Улатăра çул уçă. «Çак паллă пулăмпа сире пурсăра та саламлатăп. Халĕ эсир кирлĕ вырăна хăвăрт çитме пултаратăр, вăхăта нумай перекетлетĕр. Пурсăра та хаваслă çулçӳрев тата çĕкленӳллĕ кăмăл сунатăп», – тенĕ Президент çул урлă карнă хĕрлĕ хăйăва хачăпа каснă май. Сăмах май республика тата федераци трассисенчи транспорт куçăмĕн интенсивлăхне пĕчĕклетет. Вăлах ял çыннисен ĕçлĕ активлăхне ӳстересси, ял хуçалăхне аталантармалли çĕнĕ стимул пулса тăрасси те иккĕлентермест. Мĕншĕн тесен, кунтан Мордва республикипе Чулхула облаçĕпе çыхăну тытмалли майсем аслăланаççĕ. Çапла вара çул республикăн кăнтăр пайĕнчи районсен социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Михаил Васильевич çĕнĕ çул пахалăхне хăй тĕрĕслесе пăхнă. – “Патăрьел–Улатăр” маршрутпа çÿреме тытăнакан автобус рулĕ умне ларса хăнасене вăрман леш енчи Çĕнĕ Высли поселокĕ патне çити ярăнтарса кăтартнă.

Президентăн тепĕр чарăнăвĕ те пысăк хавхаланупа пуçланнă–Туçа ял тăрăхĕнче, Пăлакасси ялĕ тĕлĕнче республикăри “Юрма” агрохолдинг тытăмне кĕрекен “Южный” сысна комплексне уçнă. Çĕнĕ комплекс малтанхинчен темиçе хут чаплă. Шала вара Испанинчен илсе килнĕ хальхи вăхăтри оборудовани вырнаçтарнă. Радиоэлектроника витери (те юрать ăна халĕ çапла калама;) сывлăш температурипе нÿрĕлĕхе йĕркелесе пĕр шайра тытать, пĕтĕм йывăр ĕçе компьютер пулăшнипе автомат пурнăçлать. Çавăнпа кунта вăй хуракансен йышĕ пысăк мар. 2013 çулта унăн калăпăшне 1420 тоннăна çитерме палăртнă. Чи пысăк хăвачĕ–çулталăка 5 пин тонна. Çĕнĕ предприяти ĕçе пикенни ют çĕр-шывсенчен сысна какайне турттарассине чакарма чылай пулăшĕ. Хăнасем комплекс территорине пăхнă хыççăн çурасене çитĕнтерекен технологипе тĕплĕн паллашнă. Михаил Васильевич курни-илтнипе кăмăллă юлнă, выльăх-чĕрлĕх «керменĕсем» ял çыннисен ĕçне чылай çăмăллатнине, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хушнине, пĕтĕмĕшле илсен, ял вĕсен пурнăçпа йăла условийĕсене чылай лайăхлатнине асăннă. Пĕрлех вăл çакăн пек çаврăнăçуллă та ĕçе юратакан бизнессменсем, çĕнĕ объект тăвакан, ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерекен предпринимательсем хутшăнса пырасса шанса тăнине те палăртнă.

Юлашкинчен М.В.Игнатьев Патăрьел райадминистраци залĕнче Чăваш республикинчи автомобиль çулĕсене 2006-2010 çулсенче тата 2025 çулчченхи тапхăрта модернизацилемелли тата аталантармалли тĕллев-лĕ программăна пурнăçласа пыни пирки канашлу ирттернĕ. Унта республикăн кăнтăрти районĕсенчи районсемпе Канаш хула пуçлăхĕсем, çул-йĕр строителĕсем хутшăннă. Вунă уйăхра туса ирттернĕ ĕç-хĕле пĕ-тĕмлетнĕ тата умра тăракан задачăсене çивĕчлетнĕ май Михаил Васильевич паян Чăваш ен Раççейре çул-йĕр тăвакан отрасльте малта тăракан регион пулса тăнине палăртнă. Çакна кашни ял патнех хытă çул туса пĕтерни те аван çирĕплетет. Юлашки çулсенче кăна автотранспорт инфраструктурине çирĕплетме 10 миллиарда яхăн укçа тăкакланă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал инвестицисем 171 процента çити ӳснĕ. (Патăрьел районĕн хаçатĕнчен)



07 ноября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter