Тĕрĕслев материалĕн уçă варианчĕпе паллашма пултаратăр

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен пуçласа республика шкулĕсенчи выпускниксем хăйсен кăмăлĕпе чăваш чĕлхипе тата литературипе Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма пултараççĕ. Çак ыйтупа Раççей Федерацийĕн «Вĕренÿ çинчен» саккунне кăçалхи çу уйăхĕнче улшăну кĕртнĕ. Чăваш чĕлхипе ППЭ тытни предмета вĕрентес шая ÿстерме, шкул ачисен тăван чĕлхене вĕренес туртăмне вăйлатма, пĕтĕмĕшле илсен, наци культурине малалла аталантарма пулăшасса шанатпăр.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕ тест, тĕрĕслев-виçев материалĕсене (контрольно-измерительные материалы) хатĕрленĕ. Тĕрĕслев материалĕн уçă варианчĕпе Вĕренÿ институтчĕн сайтĕнче паллашма пулать. Демоверси пирки хăвăр шухăшăра çырса пĕлтерме пултаратăр. >>>

(Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви)



01 декабря 2011
10:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter