Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕсемпе, студенчĕсемпе тĕл пулнă

Чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕсемпе, студенчĕсемпе тĕл пулнă. Вĕрентекенсемпе кунта ăс пухакансем республика ертÿлĕхĕ «халăх ырлăхĕшĕн» чăннипех те тăрăшса ĕçленине палăртрнă, çамрăксене шаннине тепĕр хут çирĕплетнĕ. Мĕнре курăнать-ха çакă? Тĕп хула пуçлăхĕ çирĕплетнĕ тăрăх - педуниверситетра вĕренекенсем валли бассейн тума палăртнă. Çитес вăхăтрах Шупашкарăн виçĕ районĕнче сывлăха çирĕплетмелли центрсем хута кайĕç. Теннис академийĕ уçăлĕ. «Биатлон шкулне малалла аталантарăпăр. Хулари картишсенче ача-пăча лапамĕсем çĕнелчĕç, унта тĕрлĕ оборудовани вырнаçтарнă. Ку ĕçе малалла та тăсăпăр, - тенĕ Леонид Ильич. Леонид Черкесов Шупашкарта аквапарк пулассине пĕлтерсен студентсем савăнăçлăн шавласа илнĕ. Михаил Игнатьев Президент çамрăксемпе час-часах курнăçнине, тĕл пулусен вăхăтĕнчи тÿрĕ калаçу ăна нумай пулăшнине, вăй-хал панине пĕлтернĕ. «Патшалăх çамрăксене пур енлĕн палăрма пулăшакан политика тытса пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ - сирĕнтен вăйлă çынсем ÿстересси. Преподавательсем пĕлÿ парассишĕн тăрăшаççĕ. Вĕсене итлеме çеç мар, илтме вĕренĕр, пĕлĕвĕре пурнăçра усă курма хăнăхăр. Юлашки çулсенче Чăваш Ен экономики тикĕс аталанса пыни куç кĕрет. Ĕçсĕрлĕх чакать. Юлашкинчен Президент тата хула пуçлăхĕ студентсен ыйтăвĕсене хуравланă. Ĕç укçи малашне те хăпарĕ-и? Çамрăксене çурт-йĕрпе тивĕçтересси мĕнле йĕркепе пулса пырать? Тата ытти ыйтăвăн хуравне те тупнă çамрăксем.("Хыпар" хаçатран).



01 декабря 2011
14:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter