“Хулари стоматологи поликлиникин” васкавлă стоматологи пулăшăвĕн уйрăмне тата питпе янах шăммин амбулаторийĕпе пластика хирургийĕн центрне уçнă
ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ, Чăваш Республикин Президенчĕн канашçи Николай Николаев тата гуманитари институчĕн директорĕ Юрий Исаев чӳк уйăхĕн 30 – мĕшĕнче “Хулари стоматологи поликлиникин” васкавлă стоматологи пулăшăвĕн уйрăмне тата питпе янах шăммин амбулаторийĕпе пластика хирургийĕн центрне уçма хутшăнннă. Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн поликлиникăн тĕп врачĕ Владимир Викторов хăнасене çĕнĕ уйрăмăн тата центрăн пÿлĕмĕсемпе паллаштарнă, пациентсемпе курнăçтарнă. Сăмах май, чирлисене кăнтăрла - врач-стоматологсем: хирургсем, терапевтсем, питпе янах шăммин хирургĕсем йышăнĕç, каçхине - хирургсемпе терапевтсем. Вăл çĕнĕ материалсемпе технологисене ĕçе кĕртмелли тата тĕрĕслемелли хăйне евĕр сăнав тата поликлиникăн вĕренÿ центрĕн курсанчĕсем валли мастер-классем ирттермелли вырăн шутланать. Юсавпа строительство ĕçĕсене пурнăçлама, ăна оборудованипе, инструментсемпе пуянлатма 9 млн тенкĕ хывнă. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - сывлăх сыхлавĕ çĕнелсе улшăнать, халăха медицина пулăшăвĕ памалли мелсем лайăхлансах пыраççĕ. “Кунта пулас стоматологсене те куратăп. Диплом илсен эсир аслă юлташăрсенчен хăтлăрах условисенче ĕçлеме пуçлатăр. Çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ,” - тенĕ вăл стоматологире хальхи чи кăткăс технологисемпе сипленине палăртса. Паллах, шăл сиплевĕ йÿнĕ мар. Çавăнпа та çынсене ăна еплерех упрамалли çинчен пĕлтерсе тăмаллине аса илтернĕ Президент.( "Хыпар" хаçатран)