Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи Канашăн Йошкар-Олара иртнĕ ларăвне хутшăннă
Çак кунсенче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи Канашăн Йошкар-Олара иртнĕ ларăвне хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту - Атăлçи округĕнчи регионсенче общество хăрушсăрлăхне тивĕçтересси. Ларăва çавăн пекех Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота, Канаш членĕсем - регион ертÿçисем, федерацин тĕп инспекторĕсем, министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем хутшăннă.
