Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев “Чăвашкабель” завод” АУО коллективне юбилей ячĕпе саламланă
Виçĕм кун Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев “Чăвашкабель” завод” АУО коллективне юбилей ячĕпе саламланă. Завода 1961 çулхи раштавра хута янă. Унтанпа кабель изделийĕсене 150 ятпа туса кăлараççĕ, предприяти социаллă пĕлтерĕшлĕ пысăк организаци. Паян республика электрооборудовани, электрон тата оптика хатĕрĕсем туса кăларакан калăпăшăн кашни 12-мĕш тенки “Чăвашкабеле” пырса тивет. Президент хăйĕн сăмахĕнче çакна тата ытти çитĕнĕве те палăртнă. Предприятин тĕнчери çыхăнăвĕ çирĕп, продукцие Раççейре çеç мар, чикĕ леш енче те хапăл.
- Юлашки 2 çулта тиесе янă продукци калăпăшĕ палăрмаллах ÿснĕ, кăçал вăл 2 млрд тенке çитнĕ. Эсир производствăна модернизацилесе çĕнĕ ĕç вырăнĕсем турăр, ĕç тухăçлăхне ÿстертĕр, çавна май шалăва та хăпартрăр, - тенĕ Михаил Игнатьев.( В. Валентинов)
