Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Конституци кунĕ ячĕпе саламлани

                                                Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Конституци кунĕпе, Раççейре пурăнакансемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕринпе саламлатăп!

 Раççей Федерацийĕн 1993 çулта йышăннă Тĕп Саккунĕ пирĕн çĕр-шыври право тытăмĕн тĕп шăнăрĕ, обществăн тăнăç аталанăвĕн никĕсĕ, мирлĕ пурнăçа упраса хăварассипе килĕшӳлĕхĕн паллипе шанăçĕ пулса тăчĕ. Раççей Конституцийĕ паян Чăваш Ен Правительстви тытса пыракан патшалăх политикин ориентирĕ,çĕр-шывăн пĕлтерĕшлĕ документне тĕпе хурса эпир çынсен пурнăçне лайăхлатма тăрăшатпăр, вĕсен прависемпе ирĕклĕхне, социаллă хӳтлĕхне тата тăнăçлăхне пурнăçлассине тивĕçтеретпĕр. Пирĕн паянхи тĕп тĕллевсенчен пĕри - халăхăн пурнăç шайĕпе пахалăхне лайăхлатасси, экономика аталанăвне ӳстересси, хамăрăн историллĕ аваллăха упрасси, çирĕппĕн малалла талпăнасси, çак тĕллевсен ӳсĕмĕ республикăри кашни çынран, унăн хастар граждан позицийĕнчен тата яваплăхĕнчен килет. Çĕр-шывăн Тĕп Саккунне пăхăнса çын хăйĕн прависене туллин пĕлет, çав вăхăтрах хăйĕн тивĕçĕсене- Тăван çĕр-шыва хӳтĕлесси, çут çанталăк пурлăхне упрасси, аслă  ăрăва хисеплесси, ачасемшĕн тăрăшасси, çĕр-шыв пуянлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлессине асра тытмалла. Нумай нациллĕ Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ панă хаклăха яланах сума суса упрĕ. Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, тăнăçлăх,  килте татулăх, çирĕп сывлăх, ĕçĕрсенче ӳсĕм, ыранхи куна шанăçпа кĕтсе илме сунатăп.

Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                                       М.Игнатьев.



12 декабря 2011
11:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter