Кун йĕркинче - патшалăх программисем

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев раштав уйăхĕн 12-мĕшнче Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Чи малтанах республика пуçлăхĕ пурне те Конституци кунĕ ячĕпе саламланă, Раççей Федерацийĕн 1993 çулта йышăннă Тĕп Саккунĕ общество аталанăвĕн тăнăçлăхĕн, килĕшÿпе çураçăва упраса хăварассин никĕсĕ пулнине палăртнă. Патшалăх программисене мĕнле пурнăçлани çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин каласа панă. Правительство йышăнăвĕпе республикăн 14 патшалăх программинчен тăракан списока çирĕплетнĕ. Паянхи кун тĕлне вĕсенчен 11-шне çирĕплетнĕ. «Республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсене çав программăсенче пăхнă мероприятисене ăнăçлă пурнăçламалли мерăсем йышăнма, кирлĕ тĕк вĕсене палăртнă вăхăтра тÿрлетÿсем кĕртме сĕнетпĕр», - тенĕ министр.

Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин спутник-хулара каяшсене сортлакан комплекс тăвассипе çыхăннă ыйтăва çĕкленĕ. Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тĕп хулара асăннă проекта пурнăçламалли мерăсене палăртни çинчен каланă. Республика Стройминĕн пуçлăхĕ Александр Гончаров палăртнă тăрăх - Шупашкарти полигон çумĕнчи каяшсене сортлакан комплекс хăвачĕ тĕлĕшпе йышăну кирлĕ. «Çак проекта пурнăçлассишĕн яваплă должноçри çынсен мĕн пур ыйтăва пĕрле тепĕр хут пăхса тухмалла, çураçу тупса Правительствăна тишкермешкĕн сĕнÿсем памалла», - тенĕ республика пуçлăхĕ виçĕ кун хушшинче пĕтĕмлетÿ хатĕрлеме хушса. Республика территорийĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли инвестици программи çинчен Александр Гончаров вице-премьер каласа панă. Программăра пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 209 пин тăваткал метра яхăн, 9,4 пин çын пурăнакан 112 çурта тĕпрен юсама пăхнă. Çак ĕçе 17 муниципалитет пĕрлешĕвĕ хутшăнать. Подряд организацийĕсене нумай хваттерлĕ çуртсен шучĕ çинчи укçан 30% чухлĕ аванс куçарса панă. Ĕçсене туллин вĕçленĕ, администрацие ĕçсене пурнăçланине йышăннине ĕнентерекен акт панă хыççăн укçана пĕтĕмпех тÿлĕç. Раштавăн 7-мĕшĕ тĕлне нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе çыхăннă ĕçсене 92% пурнăçланă. Элĕк, Патăрьел, Муркаш, Вăрмар, Елчĕк районĕсенче программăна пурнăçлассине туллин вĕçленĕ. Александр Гончаров палăртнă тăрăх - маларах илнĕ укçапа туллин усă курсан кăна ЖКХна реформăламалли фондран укçа параççĕ, унсăрăн «кĕмĕл» ытти региона кайĕ. Президент асăннă çуртсенче пурăнакансен хăйсен те хастар пулмалли, юсав ĕçĕсене хутшăнмалли пирки асăрхаттарнă. Михаил Игнатьев федераци трассисене юртан тасатса тăрас ыйтăва çĕкленĕ. «Атăл» УПРДОРăн Чулхула-Ĕпхÿ автомагистралĕн пуçлăхĕ Сергей Гаврилов каланă тăрăх - республикăра транспорт юхăмĕшĕн чăрмав çук, апла пулин те Президент ку енĕпе çине тăрарах ĕçлемелли, пĕтĕм техникăна çулсем çине илсе тухмалли çинчен каланă. Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Андрей Тимофеев ведомство енчен вăхăтра йышăннă мерăсем пирки пĕлтернĕ. Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков - тĕп хулара техника талăкĕпех ĕçленине, Александр Сироткин химиксен хулинче çулсене юртан тасатас тĕлĕшпе çивĕч ыйту çуккине çирĕплетнĕ. «Ăçта техника юр тасатса ĕлкĕреймест, уйрăмах картишсенче, граждансем хăйсем те ниме мелĕпе çак ĕçе хутшăнма пултараççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. ("Хыпар" хаçатран)

 



13 декабря 2011
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter