Тăнăçлăх пурнăçа лайăхлатма кирлĕ

Михаил Игнатьев Президент эрне кун РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канашăн Йошкар-Олара иртнĕ черетлĕ ларăвне хутшăннă.

Ларура сÿтсе явнă тĕп ыйту - Атăлçи округĕнчи регионсенчи общество хăрушсăрлăхне тивĕçтересси. "Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем нумай енлĕ, вĕсенчен халăх пурнăçĕн хăтлăхĕ нумай килет. Общество хăрушсăрлăхне тивĕçтересси - право хуралĕн органĕсен кăна мар, ĕç тăвакан влаç органĕсен тĕллевĕ те", - тенĕ Григорий Рапота полпред. ПНО хатĕрленĕ докладра Раççейре çын вĕлернĕ тĕслĕх нумаййине палăртнă. Çав преступленисенчен ытларахăшне çынсем ÿсĕрле тунă. Полпред палăртнă тăрăх халăхăн 49,9% хăйне урамсенче хÿтлĕхре туймасть, право хуралĕн органĕсене те шанмаççĕ - граждансен 40% вĕсен ĕçне хурлать. Çавна май право хуралĕн органĕсен ĕçне хакламалли критерисене те улăштармалла.

Канашлура общество хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли программăсем валли укçа уйăрасси пирки те калаçу пулнă. Чăваш Енре "Хăрушлăхсăр хула" программăна пурнăçлас енĕпе лайăх ĕçленине палăртнă. "Общество йĕркелĕхне сыхласси - патшалăх политикин тĕп ыйтăвĕ. Икĕ çул хушшинче Шупашкар хăрушлăхсăр хула пулса тăмалла. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн видеокамерăсем вырнаçтарăпăр. Çак ĕçе çынсем хăйсене лăпкă та хăтлă туйччăр тесе тăватпăр", - тенĕ Михаил Игнатьев.

Ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май Григорий Рапота Атăлçи округĕнче промышленноçпа ял хуçалăхĕ вăйлă аталаннине палăртнă, анчах "чи кирли - кĕпĕрнаттăрсен корпусĕн ĕçĕ. Регионсен ертÿçисем патшалăх интересĕсене лайăх пĕлеççĕ, вĕсене мĕнле пурнăçламаллине ăнланаççĕ. Çакнашкал канашлусем вара пĕр-пĕрне туйма, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, çыхăну йĕркелеме пулăшаççĕ".

Палăртни вырăнлă: Чăваш Енре преступлени тăвассин шайĕ Раççейри тата округри вăтам кăтартусенчен чылай пĕчĕкрех. Преступленисене уçса парасси аван. Çынсем çулсем çинче суранланасран сыхланса йышăнакан мерăсем аварисенче вилнисен шутне 2,8% чакарма май панă. Общество вырăнĕсенче пулнă преступленисем нумайланнă пулин те çын сывлăхне пĕлсе тăрсах йывăр сиен кÿнĕ тĕслĕхсем чакнă.

Граждансене общество йĕркелĕхне тивĕçтерме явăçтарас тĕлĕшпе лару-тăру аван. Республика территорийĕнче ку енĕпе чылай общество пĕрлешĕвĕ ĕçлет: правăна пăсасран сыхланса пурнăçлакан профилактика енĕпе ĕçлекен комиссисем, профилактика канашĕсем, территорисен общество хăй тытăмлăхĕ, халăх дружинисем, студентсен отрячĕсем. Ирĕклĕ халăх дружинисем пулăшнипе кăçалхи вунă уйăхра 69 преступление уçса панă, 44 преступнике тытса чарнă, административлă правăна пăснăшăн полицие 14,2 пин ытла çынна илсе пынă. Ют пурлăха куç хывнипе çыхăннă преступленисен йышĕнче кĕсье телефонĕ вăрланă тĕслĕхсен тÿпи уйрăмах пысăк. Çавна май вăрланă телефонсене сутмалли рынока тĕп тăвас ыйту çивĕч.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
13 декабря 2011
11:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter