Çулсем, наградăсем тата «айккине яман активсем»

Правительствăн ĕнерхи ларăвĕ ыттисенчен уйрăлса тăмарĕ темелле, социаллă пурнăçпа экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ яланхи ыйтусене тишкерчĕç. Сĕтел пуçĕнчи, Президентпа юнашар тенĕ пекех, вырăнта ку хутĕнче парламент ертÿçи Михаил Михайловский пулмарĕ, пукан пушах - уйрăмми çавă çеç-тĕр.

Интереслĕ ыйту чылай пулчĕ. Калăпăр, республикăн патшалăх наградисем çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси кăсăклă мар-им? Вице-премьер - Президент администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов ку ыйтупа сăмах илнĕ май Чăваш Ен çыннисем Раççей наградисене сахалрах илнине палăртрĕ, эппин, тивĕçлĕ тытăмсен награда илме ытларах çынна тăратмалла. Кăçалхи вун пĕр уйăхра республика наградисене 319 çынна панă, пĕлтĕр ку чыса 403 çын тивĕçнĕ. Раççей наградисене илес тĕк - кăтартусем çапларах: 2009 çулта - 20, пĕлтĕр - 23, кăçал 24 çынна наградăланă. Александр Степанович пусăм тусах палăртрĕ: «Ахаль çынсене награда илме ытларах тăратмалла. Ертÿçе тăратас тăк унпа пĕрле ахаль тата икĕ çын пулмалла...» Пуçлăхсен çакна шута илесчĕ.

2012-2020 çулсенче инженерипе энергетика инфратытăмне аталантармалли патшалăх программи пирки анлă калаçу пулчĕ. Вице-премьер - строительство министрĕ Александр Гончаров документпа тĕплĕ паллаштарчĕ, унта чăннипех пысăк тата нумай ĕç палăртнă - автоçулсен сетьне аталантарассинчен тытăнса ялсен çĕнĕ урамĕсене электрификацилесси таранах. Энергипе тухăçлă усă курасси пирки те манман. 20-мĕш çул тĕлне регионăн шалти продукчĕ тăкаклакан энерги калăпăшне 40% чакармалла.

Президент ялсен урамĕсене асфальт сарас ыйтăва çĕклерĕ: «Ялсене çитме çулсем пур-ха, малалла вара - атă кирлĕ. Çынсем урамсенче те çул тума ыйтаççĕ. Ку ĕçе миçе çулта пурнăçлăпăр?» Татăклă хурав илтĕнмерĕ. Александр Гончаров палăртнă тăрăх ялсен урамĕсенчи çулсене тăвасси çав ялсене çулсем илсе çитермелли программăран та чылай пысăкрах, тăкаклăрах. Чăваш ялĕсен уйрăмлăх та пур: нумайăшне çырма-çатра пайлать-уйăрать. Çавна май çул пырать пулсан та чылай çĕрте ялăн хайхи «çырма леш енчи» пайĕ çулсăр нушаланать. Ыйту çивĕчлĕхне Мускавсене ĕнентерме пултарнă - тĕрев пуласса шанма юрать. Çапах хамăрăн та тăрăшмалла. Ку енĕпе çитес çултан Çул-йĕр фончĕ ĕçлесе кайни пулăшмалла, унăн 5% кая мар пайне ялсенчи çулсен строительстви валли ямалла. Муниципалитетсен шайĕнче те çавнашкал фондсем туни вырăнлă.

Граждансен харпăрлăхĕнчи çурт-йĕре хакламалли тÿрлетÿ коэффициенчĕсене çирĕплетрĕç. Кунта та Михаил Игнатьевăн ыйту çуралчĕ. Хайхи коэффициентсем çурт-йĕре хакланă чух хаксене рынокрипе танлаштарма май параççĕ-и? Тĕп хула мэрĕ Алексей Ладыков пытармарĕ: патшалăх хаклавĕпе рынокри хак хушшинчи уйрăмлăх пур-пĕрех 2-3 хут пулать. Президент шухăшĕпе çакăнпа çырлахма юрамасть, мĕншĕн тесен хайхи хаксем налук пухассине тÿрремĕнех пырса тивеççĕ - налук сахалрах капланать. Мэр налуксене харпăрлăхри çурт-йĕрĕн рынокри хакне кура пухни граждансемшĕн йывăра килесси пирки каларĕ те - Михаил Васильевич текех хистес мар терĕ курăнать... Апла пулин те кĕçех Раççей шайĕпех пĕрлехи çĕнĕ налук пулĕ те - асăннă ыйту патне вăхăт иртнĕ май влаçсем таврăнаççех пуль.

Харăсах темиçе районпа хулан сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене муниципалитет харпăрлăхĕнчен республика харпăрлăхне куçарма йышăнчĕç. Улатăр, Куславкка, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Етĕрне тĕп больницисем республика аллине куçаççĕ. Маларах та темиçе районăн больницине вырăнсенчи харпăрлăхран илнĕччĕ. Пĕтĕмпе 55 медучреждени харпăрлăх статусне улăштарĕ. Ку хутĕнче те куçарасси пирки ыйтусем пулмарĕç, анчах Михаил Игнатьев хăш-пĕр саманта уçăмлатма ыйтрĕ. Темиçе районта «çÿле» памалли пурлăха «катса» юласшăн пулнă иккен. «Хăшĕсем активсене айккине ярасшăн пулнă. Çĕнĕ машинăсене тавăрчĕç-и?» Ыйтăва пурлăх министрĕ Светлана Енилина хуравларĕ: «Тавăрчĕç. Шупашкар хули тĕлĕшпе кăна ыйтусем пур...» Президент вара темăна малалла тăсрĕ: «Улатăр хулипе районĕн пуçлăхĕсем тем пайлаççĕ. Больница хулара иккен, адресĕ вара - районта. Çураçу тупмалла. Пăрачкавра çĕнĕ тĕп врач унчченхи тĕп врач ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ: активсене айккине илсе тухнă, штат йышĕпе пăтратнă. Унашкаллисен ертÿçĕре ĕçлемелле мар!»

«Калаçтарнă» ыйтусен шутĕнче ял хуçалăх аталанăвне пырса тивекенни те пулчĕ. Отрасльшĕн яваплă министр Сергей Павлов çитес çулсенче ял хуçалăх продукцийĕ туса илес енĕпе пулмалли цифрăсене пайăррăн асăнчĕ. Президента хресченĕн вăтам ĕç укçи сисчĕвлентерчĕ. Мари Элта, Мордовире вăл халĕ 10 пин тенкĕрен те иртнĕ, Чăваш Енре вара - 8 пин тенкĕ ытларах. «Пушкăртстан ку енĕпе яланах пиртен каярахчĕ, халĕ вăл та ял хуçалăхĕнчи ĕç укçипе Чăваш Енрен иртсе кайнă. Ĕç тухăçлăхне 2,2 хут ÿстерме палăртатăр, ĕç укçине вара - 1,5 хут кăна. Мĕншĕн? Енчен те ĕç паракансем шалу валли тăкакланасшăн мар пулсан - пирĕн вĕсене витĕм кÿме тăрăшмалла», - терĕ Михаил Васильевич.

Ăна 15-мĕш çул тĕлне республика çĕр улми туса илессине 1 млн тоннăран ирттерме, тĕш тырра 1,4 млн тоннăна çитерме тĕв туни иккĕлентерчĕ пулас - «мĕнле пурнăçлăпăр?» Вице-премьера - ял хуçалăх министрне вара тухăç кăна мар, туса илнине вырнаçтарасси ытларах пăшăрхантарать. Çĕмĕрлере лизинпа çыхăннă проект хута каяйман - унта тырă нумай кирлĕ пулатчĕ. Юрать, Улатăрти комбикорм завочĕ нумай тырра «хута ярĕ». Чăваш Енре çитĕнтерекен тĕш тырăн 75% - шăпах фуражлăх, 25% кăна - апат-çимĕç валли. Çак шайлашу çитес çулсенче те упранса юлать-тĕр.

Республика пуçлăхĕ ял хуçалăх аталанăвĕн программине хăмлана та кĕртме хушрĕ. «Федераци центрĕ халĕ каллех хăмла пирки калаçма пуçларĕ, - терĕ вăл. - Эппин, инвестицисем пулĕç. Хăмла - пирĕн культура, укçапа усă курмаллах». Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх кăçал Чăваш Енре «симĕс ылтăна» 250 тонна çитĕнтернĕ, çак ĕçе аталантармалли ятарлă программа пулать.

Куславкка районĕнче тăвакан пĕве валли республика бюджетĕнчен укçа уйăрассине ырларĕç те - Президент кăмăлсăрлăхне пытармарĕ. Çав пĕве тĕлĕшпе федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçапа усă курмалли йĕркене пăснă иккен, çавна май ĕçсене вĕçлемелли укçасăр тăрса юлнă - шăпах çавăнпа республика бюджетĕнчен тăкакланма тивет. Хайхи йĕркене пăснисем - районпа ял тăрăхĕн влаçĕсем. Вĕсене камăн тĕрĕслесе тăмалла пулнă? «Должноçри çынсем явап тытнă-и?» - ыйтрĕ Михаил Игнатьев. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Иван Исаев: «Çук», - терĕ те - Михаил Васильевич татăклăн каларĕ: «Мĕншĕн явап тытман? Служба тĕрĕслевĕ ирттерĕр. Енчен те министр айăплă тăк - ăна явап тыттармалли хушăва алă пусăп!» Сăмах хăш министр пирки пынине вулакан чухларĕ пуль.

Ларура республикăн 2012-2020 çулсенче вĕрентĕве аталантармалли патшалăх программине çирĕплетрĕç, Правительствăн хăш-пĕр йышăнăвне тÿрлетÿсем кĕртрĕç, çавăн пекех ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç. (Н.Коновалов)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
15 декабря 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter