Тăлăх хăрăк турат мар...

Раштавăн 13-мĕшĕнче пирĕн республикăра ĕçлĕ çÿревпе РФ Президенчĕ çумĕнчи Ача правине хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Павел Астахов пулчĕ. «Айăплас, критиклес, кама та пулсан ĕçрен хăтарас тесе /чăн та, кун пек туни те усă кÿрĕччĕ хăш-пĕр чухне/ килмен эпир Чăваш Ене. Тĕллевĕмĕр пĕрлехи вăйпа çитменлĕхсенчен хăтăласси, Раççейре тăлăх ачасем тек ан пулччăр тесе тăрăшасси», - терĕ Мускав хăни массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă май.

РФ Федераци Пухăвĕн федераци канашĕн ача-пăча тăнăçлăхĕ енĕпе ĕçлекен çум комиссийĕ 2010 çулхи кăтартусем тăрăх хатĕрленĕ «Раççейре тата регионсенче тăлăхсен ыйтăвне татса парассин шайĕ тата регионсен рейтингĕ» аналитика докладĕнче Чăваш Республикине чи лайăх вунă субъект шутне кĕртнĕ.

Чăн та, тăлăхсемпе сусăрсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене çемьесене вырнаçтарас енĕпе пирĕн тăрăхра тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Асăннă ушкăна кĕрекенсен 67% хальхи вăхăтра опекăпа попечительсен хÿтлĕхĕнче, вĕсен 17% çĕнĕ çемьесенче тăван кил ăшшине тупнă, 19% усрава илнĕ. Тăлăхсен çуртĕнче тата интернат шкулсенче пурăнакансен йышĕ чакса пырать /танлаштарма: 2008 çулта - 759, кăçал - 605 ача/. Йышăнакан ашшĕ-амăшне суйласа илмешкĕн тата вĕсене пулăшмашкăн 2 центр йĕркеленĕ.

Çывăх çыннисен хÿтлĕхĕсĕр юлнисене хваттерпе тивĕçтерме республика тата федераци бюджечĕсенчен укçа сахал мар уйăраççĕ. Интернатран вĕренсе тухнисене пурнăçа хăнăхтармашкăн, социализацилемешкĕн ятарлă служба пур. Сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕр тата сусăр ачасене дистанци мелĕпе пĕлÿ парасси аталанать. Çак мелпе халĕ 150-ăн ытла усă кураççĕ.

Ачасен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес тытăмра, куратпăр ĕнтĕ, курăмлă, витĕмлĕ улшăну сахал мар.

Раштавăн 9-13-мĕшĕсенче «ятарлă спецназ» - РФ Президенчĕ çумĕнчи Ача правине хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйăн тĕрĕслев ушкăнĕ республикăри вĕренÿпе социаллă учрежденисенче пулса çул çитмен тăлăхсемпе сусăрсен пурнăç условийĕсемпе интересленнĕ. Хăйсен пĕтĕмлетĕвĕсене вĕсем Павел Астахова пĕлтерсе тăнă. Омбудсмен хăй те, авă, Чăваш хутлăхне пĕр кунлăх çÿревпе килсе çитрĕ.

Чи малтанах вăл Шупашкарти коррекцин пуçламăш шкулĕнче - ача садĕнче пулса унти ĕçсемпе паллашрĕ, ачасемпе хутшăнчĕ. Сусăр Никита пÿрнине сăрă ăшне чиксе кăларса ÿкерчĕк тунине сăнаса тăчĕ те арçын ачан хут листине шевлисене сапалакан хĕвелпе пуянлатрĕ. Паллах, вăл та пÿрнепе ÿкерчĕ... Сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕр тата сусăр ачасен дистанци вĕренĕвĕн центрĕнче те уншăн кăсăкли нумай пулчĕ. Çапла майпа ăс пухакан Алешăпа Рустама амăшĕсем çав кун центра çирĕплетнĕ йĕркепе илсе килнĕччĕ. Кÿме çинчи шăпăрлансенчен пĕри ветеринар, тепри сусăрсене пĕлÿ паракан пулма ĕмĕтленнине Мускав хăни ырларĕ. Унтан вăл Шупашкарти ача çурчĕн, психологипе педагогика коррекцийĕн тата реабилитаци центрне çитрĕ. Уполномоченнăя интернат хыççăнхи адаптаци, тăлăхсене çемьесене вырнаçтарма пулăшакан служба, ачасен шанăç телефонĕ интереслентерчĕ.

Нерв тытăмĕ психика тĕлĕшĕнчен улшăннă ачасен ятарлă «Малютка» çуртĕнче, хевтесĕрсен реабилитаци центрĕнче, психиатри больницинче пулса вĕсенчи ĕç-пуçа хакланă хыççăн Павел Астахов Правительство çуртĕнче ЧР Президенчĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулчĕ, вĕсем ачасен ирĕкне хÿтĕлес ыйтусене сÿтсе яврĕç, ку енĕпе килĕшÿ çирĕплетсе алă пусрĕç.

Павел Астахов палăртнă тăрăх - республикăра ачалăх ыйтăвĕсене татса панипе кăмăллă вăл. Ку енĕпе ырă программа сахал мар. Вĕсене ăнăçлă пурнăçламалла кăна. Çитменлĕхсем те çук мар паллах. Вĕсене пĕрлехи вăйпа пĕтермелле. Çемье пуянлăхне малалла аталантармалла. «Юлашки çулсенче çакна хаклами пултăмăр. Çамрăк хĕрарăм ача çуратнă тейĕпĕр, ăна пăрахса хăварма та именмест, мĕншĕн тесен пепкене епле пăхса ÿстермеллине пĕлмест», - терĕ вăл. Уполномоченнăй шухăшĕпе - республика ертÿçисен регионти ача-пăча учрежденийĕсенче тăтăшах пулмалла, унти сывлăша туймалла: мĕнле пурăнаççĕ тăлăхсем, мĕнпе интересленеççĕ?

«Ача-пăча спецназĕн» тĕрĕслевçисемпе тĕл пулнă, федераци ведомствисен, право йĕркине сыхлакан органсен, влаçăн ĕç тăвакан органĕсен, общество организацийĕсен ертÿçисемпе курав мелĕпе конференци ирттернĕ хыççăн Павел Астахов массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене пресс-конференцие пухрĕ. Вăл палăртнă тăрăх - Чăваш Енре ача-пăча ирĕкне хÿтĕлес енĕпе лару-тăру çивĕчленсе кайнă теме çук. Çавах интернатсенчи тĕрĕслевсем уйрăм çитменлĕхсем пуррине кăтартса панă: кĕпе-тумтир таса мар, санитарипе гигиена правилисене пăхăнмаççĕ тата ытти те.

Уполномоченнăя канăçсăрлантаракан тепĕр ыйту - 15-17 çулсенчи хĕр ачасем хырăм пăрахни. Кăçалхи тăхăр уйăхра унашкаллисем 266-ăн, вун тăватта çитменнисем 5-ĕн пулнă.

Йышлă çемьесене çĕр лаптăкĕ уйăрса пани ырă пулăм паллах. Анчах ăçта? Таса хирте-и е инфратытăм йĕркеленнĕ çĕрте-и? Уйрăмлăхĕ пысăк вĕт.

Çĕр-шыври регионсен опычĕпе усă курса республикăра социаллă ялсем йĕркелени вырăнлă пулассăн туйăннине палăртрĕ уполномоченнăй: яллă вырăнта хÿтлĕх тупнă тăлăх ача çĕр ĕçĕнче пиçĕхсе унтах тымар ярасси иккĕлентермест.

«Эпĕ ашшĕ-амăшĕн ирĕкне туртса илнине ырламастăп, - терĕ вăл. - Çапла туни юлашки мера пулнине 23 уйăхра /тивĕçе пурнăçлама тытăннăранпа шăпах çавăн чухлĕ вăхăт иртнĕ/ ĕнентерме тăрăшатăп. Çапах та хĕрарăм ачине вĕлерессипе хăратса ăна патшалăх çуртне йышăнма хистет тĕк /кунашкал тĕслĕх те пулнă/ ыйтăва тĕплĕн тишкермелле».

Тепĕр çивĕч ыйту - çул çитмен хĕр ачасене пусмăрлани. Ют çынсем кăна мар, çывăх çынсем те хур кăтартаççĕ-мĕн вĕсене. Çакăнпа та вирлĕн кĕрешмелле. Çул çитменнисем аварисенче вилни, йĕркене пăсакансене явап тыттарманни пуçтахлантарать хăшне-пĕрне. «Акă Йĕпреçри коррекци шкулĕ çывăхĕнче çул-йĕр правилисене пăхăнассипе çыхăннă паллăсене вырнаçтарман. Пирĕн тĕрĕслевçĕсен умĕнчех çăмăл машина пысăк хăвăртлăхпа вирхĕнсе иртнĕ. «Ку - Корнилов, килĕнче çывăрса илет те урăлать акă. Унпа аппаланмăпăр - çыхăнăвĕсем çирĕп», - теме пăхать хăшĕ-пĕри. Мĕнех, ăна та явап тыттарĕç, шкул умĕнчи çул çине «выртакан полицейски» вырнаçтарĕç», - шантарчĕ омбудсмен. Тăлăхсем алимент илеймен тĕслĕхсене тупса палăртнă тĕрĕслевçĕсем. «Малютка» çуртра ăна 31 пепке тивĕçмелле, 4-шĕ кăна илет, Кÿкеçри интернатра - 22-рен 6-шĕ, Канашри приютра 46-ран 12-шĕ. Вĕсемшĕн социаллă тÿлев те шăл çемми мар. Кемĕр кĕпĕрнаттăрĕ, тĕслĕхрен, кашни тăлăха уйăхсерен 100-шер тенкĕ куçарса парать, пирĕн тăрăхра вара интернатран вуншар тенкĕлĕх перекетпе тухаççĕ. Чăн та, укçана алăран тыттарни вырăнлах мар, ăна социализацилемелле - сусăра сывлăха тĕреклетме пулăшмалла, тăлăха - пур енлĕн аталанма. Тăван ашшĕ-амăшĕпе тытакан çыхăнăва татма сĕнмест Павел Астахов. Çапла тума май çук тăк çĕнĕ çемьене вырнаçтармалла. Çак тĕллевпе Шупашкарта йĕркеленĕ служба ĕçне вăл пысăка хурса хакланипе пĕрлех малашлăх тĕллевлĕ пулмаллине аса илтерчĕ: ачана усрава илес тĕллевлисем опека органĕсем сĕннипе килессе кĕтсе ларни çителĕксĕр. Ют ачана хÿтĕлес текенсене Бурят Республикинчи пек йыхравлама пĕлмелле. Пулас ашшĕ-амăшĕн шкулне çулталăкра тăватă хут ирттерни сахал, ку кăтарту уйăхра çавăн чухлĕ пулмалла.

Паянхи куна республикăра хваттер черетĕнче 1249 тăлăх ача тăрать. Муниципалитетсен пуçарусăрлăхне пула кăçал 79-шĕн ыйтăвне кăна тивĕçтернĕ. Федераци тата республика бюджечĕсем вара 334 хваттершĕн 220 миллион тенкĕ ытла уйăрнă.

Паллах, «ача-пăча спецназĕ» палăртнă çитменлĕхсемшĕн айăплисене явап тыттарĕç. Павел Астахов çирĕплетнĕ тăрăх - вăл пĕтĕмпе 880 ача çуртĕнче пулса унти ĕç-пуçпа паллашнă, çулталăк вĕçлениччен тата тепĕр виççĕшне çитме шухăшлать. «Япăххи - пĕр-пĕр çын тивĕçе çителĕксĕр пурнăçлани. Пирĕн лайăххине тĕпе хурса кăткăслăха сирмелле, малашлăха тинкермелле. Туннель вĕçĕнчи çутă куратăп. Апла тăк тăлăх тата сусăр ачасене пур енлĕн хÿтĕлеме май тупатпăрах», - терĕ уполномоченнăй тĕл пулăва вĕçленĕ май.

 Валентина СМИРНОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
16 декабря 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter