Çĕнĕ парламент çĕнĕ ертÿçĕпе ĕçе кÿлĕнчĕ

Кĕçнерни кун Шупашкар­та Чăваш Республикин пиллĕ­­­к­­­­­мĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш се­­сси­­йĕ уçăлчĕ. Ертÿçĕсен суйлавĕпе, йĕр­­­­келÿпе çыхăннă ыйтусене депутатсем ăнăçлă татса пачĕç темелле. Çапах çĕнĕ парламент киввинчен чылай «шавлăрах» пулассине пирвайхи сессиех çирĕплетрĕ.

Чи аслин правипе усă курса сессие Елена Бадаева депутат уçрĕ. Зала 44 депутат пухăннă - йыш тулли. Çак шутра парламентра маларах пулнисем те пур, Патшалăх Канашне пирвайхи хут суйланнисем те йышлă. Вĕсене депутата суйланнă ятпа Михаил Игнатьев Президент саламларĕ, яваплă ĕçре, суйлавçăсемшĕн ĕçлессинче, çитĕнÿсем сунчĕ.

Михаил Васильевич раштавăн 4-мĕшĕнче сасăлава хутшăнса гражданин тивĕçне пурнăçланă суйлавçăсене тав турĕ. Патшалăх Канашĕн суйлавне суйлавçăсен 61,5% хутшăннă, ку 2006 çулхи суйлавринчен 17,8% нумайрах. Президент раштавăн 4-мĕшĕнчи суйлав обществăпа политика пурнăçĕнчи питех те пысăк пĕлтерĕ­­шлине палăртрĕ, çав вăхăтрах вăл влаçшăн хăйне евĕр тĕрĕслев пулчĕ. «Суйлав пирĕн общество малалла талпăнас, экономикăн мĕн пур сферине аталантарас, тăнăçлăхпа хăрушсăрлăха, Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине çирĕплетсе пырас тĕллевлине кăтартрĕ», - терĕ Чăваш Ен пуçлăхĕ. Суйлав хаяр политика кĕрешĕвĕнче иртни çинчен те каларĕ. Пĕтĕмпех саккунпа килĕшÿллĕн пулнă, çапах «политика партийĕсен хăш-пĕр представителĕ лару-тăрăва çивĕ­­члетме хăтланнă, таса мар технологисемпе усă курнă».

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти хăйĕн позицийĕсене çирĕплетнĕ. РФКП, «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей», РЛДП пирки те Президент çавнах каларĕ. Çапла вара Думăра Чăваш Енрен 4 депутат пулĕ. Михаил Васильевич вĕсем «Раççей влаçĕн тытăмĕсемпе йĕркелекен çыхăну ăнăçлă пуласса, депутатсем республика халăхне асра тытасса, суйлав умĕнхи агитаци вăхăтĕнче панă сăмахĕсене тытасса шаннине» палăртрĕ. Хăй «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» икĕ списокĕнче те пĕрремĕш номерпе пулнă май çак партишĕн сасăланисене тав турĕ.

Чăваш Ен парламентне асăннă партирен çĕнĕ çын чылай килнĕ. «Партин регионти уйрăмĕ çак утăма хăйĕн ирĕкĕпе турĕ, халăх ăна ырларĕ, - терĕ Президент. - Çĕнĕ çынсем депутатсен пĕтĕм корпусне çĕнĕ вăй парасси иккĕлентермест». Суйлав кăтартăвĕсем кăларса тăратнă тĕллевсем çинче те чарăнса тăчĕ. Вĕсем - «тупăшсем, хаксем тата пирĕн ачасем».

Михаил Васильевич депутатсене халăха шантарнине манма юраманни пирки асăрхаттарчĕ: «Пирĕн сăмахсем халăх асĕнчен тухса ÿкĕç тесе шухăшлакан политиксем питех те вăйлă йăнăшаççĕ». Çавна май татса паман ыйту нумай капланса çитнĕ ялсемпе хуласем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ. Хăй енчен депутатсен вырăнлă мĕн пур сĕнĕвне тишкерме, сÿтсе явма шантарчĕ, Патшалăх Канашне суйланнă политика вăйĕсемпе пуринпе те тачă çыхăну тытас кăмăлне, «республика, çĕр-шыв шăпине çывăха илекенсемпе пуринпе те конструктивлă диалог тытса пыма хатĕррине» палăртрĕ.

Анчах депутатсем пурте хайхи «конструктивлă калаçушăн» мар çав. Çакна Игорь Моляков депутат кун йĕркине çирĕплетичченех кăтартрĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» депутачĕсене авă сĕтел çине шыв та лартса панă, унăн вара вăл та, микрофон та çук - «мĕнле ĕçлемелле?» Депутата темиçе минутранах шывпа стакан илсе килсе пачĕç, анчах унччен Игорь Юрьевич секретариата суйланнă ĕçтешĕн вырăнне куçса ларса унти микрофона хута яма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Кун йĕркине «Химпромпа» çыхăннă ыйтупа Владимир Путин ячĕпе чĕнÿ çырассине, «алăка шалтлаттарса хупса хăварнă» Олег Макаровран Правительство пуçлăхĕн пуканĕ çинчен мĕншĕн кайнине ыйтса пĕлес шухăшпа ăна парламента чĕнессине кун йĕркине кĕртме сĕнчĕ. Çапла тумашкăн регламентпа килĕшÿллĕн малтан çак ыйтусемпе документсем хатĕрлемелле тенине те хăлхана чикесшĕн пулмарĕ. Кăштахран парламентра тÿлевлĕ йĕркепе ĕçлекен депутатсен шутне /халĕ­­ччен унашкаллисем 9-ăн пулнă/ ÿстерме сĕнчĕ. Çапла тумашкăн ăна Конституцие улăштарма тивесси те хăратмасть иккен.

Ĕçтешĕн «харсăрлăхĕ» Дмитрий Евсеев коммуниста та хавхалантарчĕ пулас. Вăл хăй те суйланнă парламент пирки «бардак» теме именмерĕ.

Кунашкал сĕмсĕрлĕх халĕччен спикер вырăнĕнче ларса курман Елена Бадаевăшăн та кĕтменлĕх пулчĕ ахăр - хăш-пĕр самантра вăл та аптăраса кайнăн туйăнчĕ. Çапах «конструктивлă вăйсем» сесси ĕçне такăнтарас кăмăллисене вырăна лартрĕçех - «эпир депутата укçа ĕçлесе илмешкĕн килмен!» Макаров пирки калас тăк - ăна отставкăна ярасси, Президент Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов палăртнă тăрăх, Чăваш Ен пуçлăхĕн полномочийĕ, çакна Конституцире палăртнă.

Кун хыççăн сесси ĕçĕ хăй еккипе кайрĕ. Тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсен полномочийĕсене вĕçлессишĕн сасăларĕç. Елена Бадаева парламент ячĕпе унăн унчченхи спикерне Михаил Михайловские тав турĕ. «Пирĕн суйлавçăсем пире манмĕç», - тени, паллах, «мăн кăмăллăрах» илтĕнчĕ пуль, çапах ПК унчченхи йышĕ тухăçлă ĕçлени паллă. Михаил Алексеевича парне пачĕç - кĕрхи çанталăка сăнлакан пейзаж.

Вадим Николаев депутат пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн Председателĕн должноçне суйламашкăн Юрий Попов кандидатурине сĕнчĕ. Игорь Моляков кунта та тĕк лараймарĕ - Виктор Ильин кандидатурине сĕнчĕ. Ильин вара хăйĕн кандидатурине каялла илчĕ. Юрий Попов хăйĕн пирки кĕскен каласа пачĕ. Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара çуралнă. Шкул, техникум, ял хуçалăх академийĕ, 7 çул Вăрнарти аш-какай комбинатне ертсе пынă. 3 ача... Хăй те нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Кашни фракцирен панă пĕрер ыйтăва хуравларĕ. Сăмахран, вăл Лебедев сенатор малашне те Федераци Канашĕнче Чăваш Ен представителĕ пулассишĕн сасăлĕ-и? Юрий Алексеевич меллĕ кăна çавăрса хучĕ: «Лебедева эпĕ халĕччен пĕрре те курман. Унăн кандидатурине пĕрле сÿтсе явăпăр, пĕрле татса парăпăр».

Сасăларĕç. 36 депутат - майлă, 7-шĕ - хирĕç. Çапла вара Чăваш Ен парламенчĕн тилхепине 50 çулти Юрий Попова шанса пачĕç. Хăйне шаннăшăн тав тунă май вăл çапла каларĕ: «Эпĕ политикăра çĕнĕ çын, анчах Чăваш Ене юрататăп. Çавăнпа та çичĕ хут тар тухиччен ĕçлеме хатĕр».

Депутатсем тăхтава тухнă самантпа усă курса журналистсем çĕнĕ спикерпа Президента сырса илчĕç - ыйту хыççăн ыйту. Михаил Игнатьев çĕнĕ ПКпа пĕр чĕлхе тупасси пирки иккĕленмест: «Депутатсем - пурте ĕçлеме юратакан çынсем. Хамăрăн чăваш халăхне юратаççĕ. Вĕсем хăйсен ĕçĕпе халăх пурнăçне лайăхлатасса шанатăп». Экс-премьера чĕнессипе çыхăннă сĕнĕве те асăрхамăш тумарĕ: «Президентăн - хăйĕн полномочийĕсем, Патшалăх Канашĕн - хăйĕн. Камăн мĕнле ĕçлемеллине Конституцире çырса кăтартнă. Паллах, тавлашусем пулĕç. Туйăмсем çине таянса хăшĕсем пире обществăпа политика енĕпе витĕм кÿме хăтланаççĕ тĕк - эпĕ Конституципе килĕшÿллĕн регион пуçлăхĕн правипе усă курăп. Паян авă экс-премьер пирки пуçларĕç. Ку - Президент полномочийĕ. Çыннăн çавнашкал право пулнă - вăл ĕçлеме килĕшнĕ. Унăн отставкăна яма ыйтмашкăн та право пур. Эпĕ унăн отставкине йышăнтăм...»

Парламентăн çĕнĕ ертÿçи пирки те каларĕ: «Парти ретĕнчи юлташăмсем Попова çĕнĕ спикера суйлама йышăнчĕç - куншăн пĕр саслă пулнă. Вĕсем ăна шанаççĕ. Юрий Алексеевича лайăх пĕлетĕп, мĕншĕн тесен «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» регионти списокĕнче политика кĕрешĕвне пĕрле хутшăнтăмăр. Вăл экзамен тытрĕ. Чăваш халăхне пĕлет - çакă чи кирли. Пирĕн çын».

Паллах, Юрий Алексеевичран хăйĕнчен те ыйтмалли пайтах. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май оппозиципе те килĕштерсе ĕçлеме тăрăшассине палăртрĕ: «Оппозицире те пирĕн пек депутатсемех...» Хăйĕнсĕр аш-какай комбинатне йывăр килĕ темест: «Унта лайăх коллектив вăй хурать, ята ямĕç». Парламентри ĕç стилĕ мĕнлерех пуласси пирки те уçăмлă каларĕ: «Аш-какай комбинатне ертсе пыма пуçласан эпĕ çапла каланăччĕ: «Кунта ĕçлеме килтĕм, вăрлама мар. Хам ĕçлĕп - сире те ĕçлеттерĕп». Кунта та çак принциппах вăй хурăп». Çĕнĕ должноçра хăш енĕпе ытларах тăрăшмалли пирки ыйтнине те уçăмлă хуравларĕ: «Суйлав умĕн республика тăрăх нумай çÿрерĕм. Нумай ĕç тунă, анчах тумалли те пайтах-ха. Калăпăр, районсемпе хуласенчи икĕ влаçлăх. Ман шухăшпа, ку тĕрĕс мар. Пĕр хуçа, ертÿçĕ пулмалла - унран ыйтмалла. Çакнашкал ыйтусене парламентра татса парăпăр».

Тăхтав хыççăн тавлашу-мĕн пулмарĕ, кун йĕркинчи юлнă ыйтусене депутатсем часах тишкерсе татса пачĕç. Çĕнĕ парламентра тăватă комитет пулать /халĕччен пиллĕк пулнă/. Вĕсен председателĕсене суйларĕç. Çапла вара ЧР Патшалăх Канашĕн Строительство, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитетне Николай Малов ертсе пырĕ, Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитет пуçлăхĕн пуканне Анатолий Князева шанса пачĕç, Экономика политики, аграри комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитет тилхепине Олег Мешков тытрĕ, Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитет ертÿçинче Петр Краснова курас терĕç. Анатолий Князевпа Олег Мешков комитетсене ертсе пынипе пĕрлех ПК председателĕн çумĕнче те тăрăшĕç. (Н.Коновалов)

Раштавăн 22-мĕшĕнче сесси малалла ĕçлĕ.



19 декабря 2011
18:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter