Йĕркелĕх ыйтăвĕсем тавра

Раштавăн 15-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Президент ЧР Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ларăвне хутшăннă.

«Тăнăçлăхран, килĕшÿрен хакли нимĕн те çук - пирĕн çакна паян лайăх ăнланмалла. Обществăри лару-тăрăва çивĕчлетме хăтланни хăрушă кăтартусем кÿме пултарать», - тенĕ Президент. Республика пуçлăхĕ çитĕнекен ăрупа тимлĕ ĕçлемеллине, çамрăксем паян Интернет анлăшĕнче пурăннă май тĕрлĕ çăл куçран питĕ нумай информаци илнине палăртнă. Вĕсен çирĕпленмен шухăшлавĕшĕн çав информаци юхăмне «алласси» йывăр. Çавна май çемьен, вĕренÿ учрежденийĕсен, общество организацийĕсен çамрăксен политика культурине çĕклес енĕпе пĕрле ĕçлемелле.

Канашлура алкоголь продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес ыйтусене те тишкернĕ. «Пахалăхсăр алкоголь шĕвекĕсем сутни, ĕçкĕ ялсемшĕн çав-çавах кăтартуллă. Влаç органĕсен, обществăн çак çивĕч ыйтăва татса парас енĕпе пĕтĕмпех тумалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Енĕн шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тимофеев çамрăксем преступлени тăвасси чакнине палăртрĕ. Полицирен пулăшу ыйтакансен шучĕ ÿссе пырать - кăçал 14% ытларах заявлени йышăннă. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта «Хăрушлăхсăр хула» программа ăнăçлă ĕçлет, кĕçех вăл ытти муниципалитетра та вăй илмелле.

Вице-премьер - экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин алкоголĕн саккунсăр çаврăнăшне хирĕç мерăсем çинчен каласа панă. Министерство «Беркут 3000» ООО вак суту-илÿ сетьне суя маркăллă алкоголь продукцийĕ сутнă тĕслĕхсем пирки Федерацин алкоголь рынокне йĕркелекен службине пĕлтернĕ.

Республика премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх - асăннă йышши алкоголь продукцийĕ сутлăха тухнă май республика бюджечĕ 300 млн ытла тенкĕлĕх налук çухатать. Çавна май муниципалитетсен пуçлăхĕсен унашкал тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле.

Ĕç тăвакан влаç, право хуралĕн органĕсем «Атăлçи пир-авăр компанийĕ» АУОпа çыхăннă лару-тăрăва йĕркелес енĕпе йышăннă мерăсем çинчен каланă май Президент çав компанирен ĕçрен хăтарнисен шăпипе кăсăкланнă. Михаил Васильевич çынсене хăйсен ĕçне уçма, ĕçе вырнаçма пулăшмалли тĕрлĕ программа пирки аса илтернĕ. ( Д.Попов)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
19 декабря 2011
18:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter