Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Юристсен кунĕ ячĕпе саламлани

                          Чăваш Енри юридически пĕрлĕхĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!

                                        Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

 Юрист профессийĕ хуть хăш вăхăтра та сумлă тата хисеплĕ шутланать. Тĕрĕслĕхпе саккунлăх гарантийĕ пулнă май эсир хăвăрăн ырми-канми ĕçĕр-хĕлĕрпе республикăра тата çĕр-шывра политикăри тата социаллă пурнăçри çирĕплĕхе упраса хăварас тĕлĕшпе пархатарлă ĕç тăватăр, Конституци никĕсĕсен тĕкĕнменлĕхне тивĕçтеретĕр. Саккунсене пĕр кăлтăксăр пурнăçласси, кашни çыннăн прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлесси, пирĕн граждансен пурнăç пахалăхне лайăхлатма тата унăн шайне ÿстерме пулăшакан реформăсен ăнăçлăхĕпе кăтартулăхĕ чылай чухне шăпах юристсенчен килет. Çак ĕçе пурнăçлама чи çÿллĕ шайри професси ăсталăхĕ, гражданла ăнланулăх тата хăйне хăй шеллеменни кирлĕ. Паян Чăваш Енри йышлă юридически пĕрлĕхĕн çавнашкал пахалăхсем пуррине шанчăклăн çирĕплетме пулать. Ĕçĕршĕн тата тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав тăватăп. Саккун йĕркисене çирĕплетес енĕпе тăвакан пархатарлă ĕçĕрте сире тата сирĕн çывăх çыннăрсене пĕтĕм чунтан çĕнĕ çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, тăнăçлăх тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин

 Президенчĕ                                                                                                               М.Игнатьев.

 



02 декабря 2011
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter