Инвалидсен организацийĕсен хисеплĕ ертÿçисемпе членĕсем!

Сирĕн обществăлла ĕçĕр-хĕлĕр тата пурнăçри хастарлăхăр хавшак сывлăхлă çынсен çивĕч ыйтăвĕсем çине кирлĕ пек тимлĕх явăçтарма пулăшассипе çыхăннă. Инвалидсен организацийĕсем тăрăшнине пула çак ушкăнри граждансен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес, вĕсене ĕçпе тивĕçтерес тата общество пурнăçне явăçтарас ыйтусем кирлĕ пек татăлаççĕ. Пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынна вара тимлĕхпе пулăшу яланах кирлĕ. Хавшак сывлăхлă çынсем валли пурăнма тата ĕçлеме лайăх хутлăх йĕркелесси, транспорт тата социаллă инфратытăм объекчĕсемпе пĕр чăрмавсăр усă курмалли майсемпе тивĕçтересси – Чăваш Ен Правительствин чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ. Паян республикăра Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнче Инвалидсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канаш ăнăçлă ĕçлет, вăл инвалидсене социаллă хÿтлĕх кÿрес сферăра патшалăх влаçĕн органĕсене, общество пĕрлешĕвĕсене тата ытти организацисене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшать. Хевтесĕр ачасем те патшалăх пулăшăвне кĕтеççĕ, вĕсене ырă кăмăллă хутшăнусем кирлĕ. Сусăр ачасен вĕренÿ правине пурнăçласси – республикăна ертсе пыракансен приоритетлă тĕллевĕсенчен пĕри. 2010 çулта республикăра сусăр ачасене дистан-циллĕ майпа вĕрентекен центр уçăлнă, унта шкул ачисене компьютерпа тивĕçтернĕ ятарлă вĕренÿ вырăнне тÿлевсĕр уйăрса параççĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕ валли вара çав хатĕрсемпе усă курма вĕрентекен курссем йĕркеленĕ. Сусăр ачасем обществăра хăйсене лайăх туйччăр тесе республикăра тапхăрăн-тапхăрăн тата тĕллевĕн чăрмавсăр хутлăх йĕркеленет – вĕренÿ, культура тата спорт учрежденийĕсене ятарлă лифтсемпе, пандуссемпе тата карлăксемпе тивĕçтереççĕ. Паян сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасен хăйсен сыв-лăхне лагерьсенче çирĕплетме, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсене, бассейнпа тивĕçтернĕ физкультурăпа спорт комплексĕсене çÿреме лайăх майсем пур. Çапла майпа ачасем йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренеççĕ, вăйлăрах та чăтăмлăрах пулса ÿсеççĕ, ÿт-пĕвне кăна мар, кăмăл-туйăмне те çирĕплетеççĕ. Ырра шанни тата хăв вăйна ĕненни, тÿсĕмлĕхпе хăюлăх кăткăс пурнăç условийĕсене чăтса ирттерме яланах пулăшаççĕ. Пурсăра та сывлăх, ăнăçу, пысăк чăтăмлăх тата çирĕп чун хавалĕ сунатăп!

Чăваш Республикин

 Президенчĕ                                                                                                              М.Игнатьев.



02 декабря 2011
15:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter