Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Хăрушсăрлăх органĕсен ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

                    Хăрушсăрлăх органĕсен хисеплĕ ветеранĕсем тата ĕçченĕсем!

                                      Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

 Сирĕн тивĕç – наци хăрушсăрлăхне тивĕçтересси – патшалăха çирĕппĕн аталантармалли, граждансен прависемпе ирĕклĕхне пурнăçлама, вĕсен саккунлă интересĕсене хÿтĕлеме майсем йĕркелемелли никĕс шутланать. Шăпах эсир пирĕн граждансен тăнăçлăхне сыхлатăр, Раççей территорийĕн пĕр пĕтĕмлĕхне тата унта пурăнакансен пĕр танлăхне тивĕçтеретĕр. Палăртма кăмăллă, эсир паян хăвăр ĕçĕр-хĕлĕрте хальхи технологисемпе – общество хăрушсăрлăхĕн лару-тăрăвĕ тата ăна çирĕплетмелли майсем çинчен информаци пуçтарма, тишкерме, пама е илме программăпа ĕçлекен тата йĕркелÿ хатĕрĕсемпе, çав шутра телекоммуникаци каналĕсемпе те – усă куратăр. Хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем хăюллă та паттăр, кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен çирĕп те чăтăмлă, професси ăсталăхĕпе тата хăрушлăха çĕнме хатĕр пулнипе палăрса тăраççĕ. Эсир хăвăр ума лартакан тĕллевсене чыслăн та тивĕçлĕн пурнăçлатăр. Коррупципе кĕрешесси, террор хăрушлăхне тупса палăртасси, ушкăнпа преступлени тăвассине асăрхаттарасси – çак сферăсенче сире правăна хирĕçле ĕç-хĕле чарас тата çын, патшалăхпа общество интересĕсене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлеме тивет.

Сире тивĕçе тата Тăван çĕр-шыва чунтан парăннăшăн тав тăватăп. Пурне те çирĕп сывлăх, ырă шанăç, тăнăçлăх тата савăнăç сунатăп!

 Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                                                      М.Игнатьев.



20 декабря 2011
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter