Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хăрушсăрлăх органĕсен сотрудникĕсен кунӗ ячĕпе саламлани

Хăрушсăрлăх органĕсен хисеплĕ сотрудникĕсемпе ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Сирĕн çăмăл мар, хăрушлăхпа çыхăннă тата питĕ яваплă ĕçĕр пысăк хисепе тивĕç. Эсир яланах çĕр-шыв интересĕсен хуралĕнче тăнă, пысăк профессионализм пулăшнипе, паттăр пулса, тивĕçе тата Тăван çĕр-шыва парăнса унăн никама пăхăнманлăхне хÿтĕленĕ.

Паян кирек хăш çĕр-шыва тапăнма та информаци технологийĕсемпе анлă усă курнă, киревсĕр тĕллевсене тĕплĕ те лайăх пытарнă чухнехи условисенче сирĕн ĕç ăнăçлăхĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Эсир хамăрăн аслă çĕр-шывăмăр чиккисен çирĕплĕхне, унăн гражданĕсен прависемпе ирĕкĕсене шанчăклă хÿтĕлесе хăвăрăн тивĕçĕре малашне те чыслăн пурнăçласси пирки иккĕленместĕп.

Раççей халăхĕшĕн пурнăçлакан шанчăклă службăшăн тав тăватăп, сире тата çывăх çыннăрсене çирĕп сывлăх, малашлăха шанма, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, телей тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                      М.Игнатьев.



20 декабря 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter