К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă савăнăçлă каç иртнĕ

Раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă савăнăçлă каç иртнĕ. Телее, Ухсай Яккăвĕн ячĕ пирĕншĕн ют мар. Шкул ачисен программинче те пур унăн ĕçĕсем, яш-кĕрĕм çепĕç лирикине килĕштерет, аслă ăру валли - чăвашлăхпа, тăванлăхпа тулнă вун-вун сăвă, поэма, роман. Драматургире, критикăпа публицистикăра нумай тăрăшнă. Ун ячĕ вилĕмсĕр Константин Ивановпа, Çеçпĕл Мишшипе, Петĕр Хусанкайпа, ыттипе юнашар. Эпир ăна вулатпăр, пĕлетпĕр, хисеплетпĕр, çапах та сăмах ăстин поэзи «тарăнлăхне» уçса çитереймен-ха, ун пирки каламалли, ăна тĕпчемелли пайтах. Халăх поэчĕ ячĕпе йĕркеленĕ каçра та, ăна ЧР культура министрĕ Роза Лизакова ертсе пынă, çак шухăша палăртрĕç. Роза Михайловна хăйĕн сăмахĕнче Ухсай Яккăвĕн ятне çĕклес, çитес ăрусем валли упраса хăварас тĕлĕшпе юбилей çулĕнче тунă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе ЧР Президенчĕн Хушăвне пурнăçласа чылай мероприяти ирттернĕ: конференцисемпе куравсем, «çавра сĕтелсем», уçă уроксем... Çак кунсенче вара поэтăн произведенийĕсен пуххи - «Самана» ятпа - кун çути курнă. Ухсай Яккăвĕн юбилейне унăн тăван кĕтесĕнче - Пушкăртстанри Слакпуçĕнче, чăваш тĕпленсе пурăнакан вун-вун хутлăхра паллă тунă. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ЧР Президенчĕн Администрацийĕн Ертÿçи Александр Иванов Ухсай Яккăвĕн произведенийĕсем хастар тата харсăр чунлă пулма, тĕрĕс пурăнма вĕрентнине, вĕсем философиллĕ, тарăн шухăшлă пулнине палăртнă. «Поэт - литературăн çутă çăлтăрĕ, вăл яланах халăхпа пĕрле пулнă. Çавăнпа унăн ячĕ халăхра ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ», - тенĕ Александр Степанович. Савăнăçлă каçа Пушкăртстан делегацийĕ те хутшăнчĕ. Делегаци ертÿçи - ПР культура министрĕн çумĕ Ранис Алтынбаев Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ ниçта та мар, Пушкăртстанра çуралса ÿснишĕн хĕпĕртенине, унпа республика тивĕçлипе мухтаннине пĕлтернĕ. (Н.Смирнова)

 



22 декабря 2011
10:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter