Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев энергетика комплексĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

 

          Чăваш Ен энергетика комплексĕн хисеплĕ ветеранĕсемпе ĕçченĕсем!

                                 Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

 Энергетик кунĕ – хăйĕн пурнăçне çынсене ăшăпа тата çутăпа тивĕçтерессипе çыхăннă йывăр, анчах та питĕ кирлĕ ĕçе халалланисен уявĕ. Отрасль ĕçченĕсем çак тивĕçе ăнăçлăн пурнăçлаççĕ, кашни киле, социаллă учрежденисене тата халăх хуçалăхĕн мĕн пур потребитель-организацине электроэнергипе пĕр кăлтăксăр тивĕçтересе тăраççĕ, çапла майпа рес¬публикăна малалла кал-кал аталанма пулăшаççĕ. Чăваш Ен асăннă отрасльте ырми-канми вăй хуракан пысăк ăсталăхлă пин-пин специалистăн тухăçлă ĕçне пула, эпир çакна тивĕçлипе хаклатпăр, электротехника промышленноçĕн тата реле хÿтĕлевĕн центрĕ пулса тăчĕ – республикăн энергетика комплексĕнче ăслăлăхăн ятлă-сумлă докторĕсем, çĕр-шывăн тава тивĕçлĕ изобретателĕсем, рабочисемпе строительсем тăрăшаççĕ. Кашнин ĕçĕ – пĕрлехи пухмача хывакан паха тÿпе. Отрасле пирĕн малти вырăна сыхласа хăварма кăна мар, ăна палăрмаллах çирĕплетме те пулăшакан пултаруллă тата пысăк малашлăхлă çамрăксем хастарлăн хутшăнаççĕ. Эсир малашне те Чăваш Ен энергетика комплексне çеç мар, пĕтĕм çĕр-шыври энергетика комплексне те çирĕппĕн ĕçлеттерессе, çынсен пурнăçне ăшăрах та çутăрах тума пулăшасса, энерги перекетлес тата энергетика тухăçлăхне ÿстерес енĕпе тытса пыракан прио¬ритетлă политикăна пурнăçлама хастарлăн хутшăнасса шанса тăратăп.

Çак çутă уяв пурсăра та иксĕлми вăй-хал, çирĕп шанăç тата лайăх кăмăл-туйăм парнелетĕр. Сире тата сирĕн çывăх çыннăрсене малашнехи çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх, телейпе ырлăх сунатăп!

 Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                                             М.Игнатьев.



22 декабря 2011
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter