Республикăн влаç органĕсен официаллă порталĕ ĕçлеме пуçланăранпа 15 çул çитрĕ

Республикăн влаç органĕсен официаллă порталĕ ĕçлеме пуçланăранпа 15 çул çитрĕ. Çак ятпа раштавăн 22-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче видеоконференци мелĕпе савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Чăваш Енĕн информаци анлăшне йĕркелеме хутшăнакансем - влаç органĕсен пресс-службисем, предприятисемпе организацисен обществăпа çыхăну тытакан специалисчĕсем, чăваш диаспорин, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем, блогерсем, ыттисем - пурте он-лайн мелĕпе калаçăва хутшăнчĕç. Видеоконференцире влаç органĕсемпе организацисен, общество институчĕсен 777 сайтне пĕр тытăма пĕрлештерекен wwwĕcapĕruн 15 çулхи ĕçне пĕтĕмлетме палăртнă. Ăна никĕсленĕ çынсем чи интереслĕ самантсем, пулăмсем çинчен каласа пачĕç, портал пуласлăхне сÿтсе яврĕç.Порталта пĕтĕмпе вун-вун пин страница - хыпарсенчен пуçласа Чăваш энциклопедийĕн электрон версийĕ таранах. Хăйне евĕрлĕ хутшăну инструменчĕсем те пур: Чăваш Ен Президенчĕн интерактив дневникĕ, сасăлав майĕсем. Кашни çын хăйĕн ыйтăвĕсене ярса пама пултарать - тивĕçлĕ тытăмсем тулли хурав парĕç. cap.ru аудиторийĕ те питĕ пысăк - инçетри чикĕ леш енĕ таранах. Вăл чăваш диаспоришĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ютра пурăнакан йăхташăмăрсем тăван республика пурнăçне сăнаса тăма пултараççĕ. Порталпа усă куракан йышлă, çакă Чăваш Енре «Электрон Правительстви» ăнăçлă ĕçленине çирĕплетет. Ку конкурса Раççейри культурăсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес, тавра пĕлÿçĕсен ĕçне тивĕçлипе хаклас тĕллевпе.



23 декабря 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter