Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев çăлав службин ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

                        Чăваш Енĕн çăлав службин хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

                                Сире професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

 Раççейри çăлавçăсен йышне йĕркеленĕренпе иртнĕ 21 çул хушшинче çĕр-шывăн Чрезвычайлă лару-тăру министерстви техногенлă аварисене, катастрофăсене, пушарсене тата хăй тĕллĕн пулакан инкексене асăрхаттарас тата вĕсен сиенне пĕтерес енĕпе ĕçлекен лайăх тивĕçтернĕ тытăм пулса тăчĕ. Ведомствăн Чăваш Енри Тĕп управленийĕ те хăйĕн килĕшÿллĕ тата яваплă ĕçĕпе паллă. Вут-çулăмпа кĕрешекенсем тата çăлавçăсем инкеке лекнĕ çынсене пулăшу кÿме кирек хăш вăхăтра та хатĕр. Хăвăрăн чаплă тивĕçĕре эсир пĕрмаях паттăррăн, хăвăра шеллемесĕр тата пысăк ăсталăх кăтартса чыслăн пурнăçлатăр. Сирĕн хастарлăхăр кăçал кăна пушарта тата автомобиль аварийĕсенче инкек тÿснĕ 700 ытла çын пурнăçне çăлса хăварма май пачĕ. Йывăр, хăвăра шеллемесĕр пурнăçлакан ĕçĕршĕн çынсем чун-чĕререн тав туни, общество сума суса хисеплени сирĕншĕн паха парне пулса тăрать. Палăртнă тĕллевсене малта пыракан технологисене ĕçе кĕртсе, хальхи вăхăтри вăйсемпе тата хатĕрсемпе усă курса пурнăçлатăр. Эпир Чăваш Ен тĕп хулинче 2012 çулта тума пуçлакан çĕнĕ пушар чаçĕ республикăри вут-çулăмпа кĕрешекенсемшĕн ырă парне пулĕ.

Лайăх ĕçĕршĕн, тÿсĕмлĕхĕршĕн тата тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пур-нăçланăшăн чунтан тав тăватăп. Çирĕп сывлăх, ăнăçу, ырлăх тата телей сунатăп!

Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                                                 М.Игнатьев.



27 декабря 2011
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter