Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пысăк çитĕнÿ тунисене патшалăх наградисемпе чысланă

 Çак кунсенче rреспублика Президенчĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ тытăмра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пысăк çитĕнÿ тунисене патшалăх наградисемпе чысланă. «Эсир Чăваш Енĕн мухтавĕ, вăйĕ. Республика ĕçчен халăхпа пуян, ку - чи кирли, чи пĕлтерĕшли», - терĕ Президент пухăннисене саламланă май. Республика пуçлăхĕ 2011 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май социаллă тытăмри тата экономикăри пысăк çитĕнÿ граждансем ырми-канми ĕçленĕрен пулнине палăртнă. Сумлă наградăсене тивĕçнĕ йышра тĕрлĕ професси çынни: электрик, тухтăр, ял хуçалăх ĕçченĕ, предприяти-организаци ертÿçи... Акă Евгений Малайкин водолаз «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çăлавçи» пулса тăчĕ. Ку таранччен вăл 170 çынна вилĕмрен çăлнă, 156-шне шыв айĕнчен кăларнă. «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята Çĕмĕрлери 3-мĕш шкул директорĕн çумĕ Елена Голованова тивĕçнĕ. «Манăн çитĕнÿре ĕçтешĕмсен тÿпи те пур. Куллен вун-вун ача куçĕнчен тинкеретпĕр. Вĕсем тĕкĕр пек: республика вĕрентĕве аталантарма мĕн таран вăй хунине аван кăтартаççĕ, - тенĕ Президента тава тивĕçнĕ вĕрентекен. - Манăн шухăшăмпа, ачалăх - кĕтме пултарайман тапхăр. Тавах сире ача-пăчашăн тăрăшнăшăн». Михаил Игнатьев пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕсемпе саламланă, ăнăçу суннă.



28 декабря 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter