ЧР Правительствин Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

ЧР Правительствин Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Быченков патшалăхпа муниципалитетсен строительство объекчĕсенче федераци, республика бюджечĕсен укçипе мĕнле усă курни çинчен каласа панă. Чăваш Ен монохуласене пулăшас енĕпе илнĕ обязательствăсемпе, Раççей Инвестици фончĕн укçипе пурнăçлакан проектсемпе çыхăннă объектсем тĕлĕшпе федераци укçипе усă курас тĕлĕшпе çивĕчлĕх пур. Çав шутра - Богдан Хмельницкий урамĕнчи инженери сечĕсемпе сооруженийĕсен строительстви. Лимит - 238 млн тенкĕ ытла, ĕçсене вара 72,2% çеç пурнăçланă. «Хĕвел айлăмĕнче» те ыйтусем пур, унта ĕçсене пурнăçламанни хытă каяшсен полигонĕн строительствине те пырса тивнĕ. Канашлура Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Тĕп капитала ытларах инвестици хывасси пирки каланă май Иван Моторин çулталăк кăтартăвĕсемпе маларах палăртнă 55 млрд тенкĕ шайне тухас тĕллевпе çине тăмаллине палăртнă.

 



29 декабря 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter