Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ çул ячĕпе саламлани

                                                          Хаклă ентешĕмĕрсем!

                                     Сире Çĕнĕ çул ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

 Çĕнĕ çул асамĕ пире пурне те тыткăнлать, ырă туйăмсем вăратса тата та нумайрах ырă ĕç тума хавхалантарать. Шăпах çак вăхăтра тавралăх шурă юрпа хупланса хитреленет, пирĕн кăмăл хăпартланать, ачасем юр кĕлеткесем ăсталаса уява, Юр пикепе Хĕл Мучине чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çĕнĕ çул – асамлăх кĕтекен тĕлĕнтермĕш вăхăт. Вăл ĕненÿпе шанчăк, ырăлăхпа çутăлăх, килĕшÿлĕхпе юрату уявĕ. Шăпах çак вăхăтра эпир иртсе пыракан çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлететпĕр тата малашлăх валли тĕллевсем палăртатпăр. 2011 çул пирĕншĕн пуриншĕн те пĕчĕк тата пысăк ĕçсен çулталăкĕ пулчĕ. Эпир республикăн социаллă тĕллевлĕ бюджечĕн тупăшĕсене ÿстернине пула ăна темиçе хутчен те пăхса тухрăмăр. Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем палăрмаллах лайăхланчĕç. Республикăра инновацин пысăк проекчĕсене тата социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсене пурнăçлама тытăннă, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ тата ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстернĕ, çĕнĕ çулсемпе пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, çуртсен картишĕсене тĕпрен юсанă тата ача-пăчан хальхи вăхăтри спорт площадкисене уçнă. Эпир сывлăх сыхлавне, вĕрентĕве, культурăна тата спорт сферине çĕнетес ĕçе малалла тăсатпăр. Патшалăх пулăшнине пула республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанать, ача сачĕсем çĕкленеççĕ, общество инфратытăмĕ лайăхланать. Пурнăçра йывăрлăх тÿсекен çынсене, сахал тупăшлă, нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене патшалăх пулăшу кÿрет. Çакна палăртма кăмăллă, республикăра пурăнакансем хăйсем те Тăван çĕр-шыв ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса тата пурнăçра хастарлăх кăтартса халăх пурнăçĕн пахалăхĕпе шайне ÿстерме, обществăри тăнăçлăхпа килĕшÿлĕхе тата унăн тĕреклĕхне çирĕплетме пулăшаççĕ. Шанатăп: çитес çул çутă та пуян пулĕ, пире чылай кăсăк пулăмпа тата çĕнĕлĕхпе савăнтарĕ. Хаклă ентешĕмĕрсем, сире çирĕп сывлăх, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, иксĕлми вăй-хал, ырă пуçарусенче ăнăçу, телейпе юрату сунатăп! Уяв каçĕнче ĕмĕтленнĕ чи çутă ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр! Çĕнĕ çул ячĕпе сире!

Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                                                     М.Игнатьев.



30 декабря 2011
13:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter