Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енре те пĕрлехи сасăлав кунĕ иртрĕ

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енре те пĕрлехи сасăлав кунĕ иртрĕ. Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсене республика ертÿçисем те, политиксем те хутшăнчĕç. Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ачисемпе Шупашкарти П.Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнче вырнаçнă суйлав участокне çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа килнĕ. “Суйлав - республикăра тата çĕр-шывра пурăнакансемшĕн пысăк уяв, мĕншĕн тесен кашни гражданинăн малашлăх çул-йĕрне палăртмашкăн ирĕк пур, - терĕ Михаил Васильевич суйлав бюллетенĕсене урнăна янă хыççăн. - Çав вăхăтрах вăл - яваплă кун та, мĕншĕн тесен паянхи сасăлавсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн çĕнĕ йышĕсем йĕркеленеççĕ. Çĕнĕ парламентăн халăхăн пурнăç шайне лайăхлатакан саккунсем йышăнмалла. Патшалăх влаçĕн органĕсен çынсен ырлăх-тивлечĕшĕн мĕн кирлине йăлтах тумалла.”

Журналистсем Президент мăшăрĕ мĕне тĕпе хурса сасăланипе кăсăкланнă. “Ачасен телейлĕ пуласлăхĕшĕн, республикăн тата çĕр-шывăн ăнăçлă аталанăвĕшĕн”, - пĕлтернĕ Лариса Юрьевна. Республика ертÿçи суйлав участокне килнисене пурне те уяв ячĕпе саламланă, хăй вара çемйипех йĕлтĕрпе ярăнма каяссине систернĕ.



05 декабря 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter